Урамра
лапка-лапка юр çăвать. Таврара йăлт шап-шурă. 5 çулхи Мишша чъречерен тулалла пăхса
ларать. «Эх, ыран ярăнатпăр ĕнтĕ тăвайккинче!»- шухăшлать вăл.
Ашшĕ ăна паян кăна йĕлтĕр илсе килсе пачĕ.
Йĕлтĕрĕ кăн-кăвак тĕслĕ. Çутă çинче йăлтăр-йăлтăр тăвать. Мишша паянах ярăнма
тухасшăнччĕ - анчах каç пулнă.
-Ыран пулсан ыран эппин, ыран,- ĕмĕтленчĕ
пĕчĕк ача.
Ытти каçсенче вăл выртнă-выртман ыйха
путаканччĕ. Кĕçĕр час çывăрса каяймарĕ. Вăл ыранхи çинчен шухăшларĕ.
Ирхине Мишша вăранчĕ те васкаса вырăн çинчен
тăчĕ, тумланчĕ. Апат çимесĕрех урама чупса тухрĕ. Унăн часрах Валерик патне
кайса йĕлтĕрне кăтартас килчĕ. Ара урамри ытти ачасем шкула каяççĕ-çке-ха.
Валерик те ав çитес кĕркунне шкула кайма хатĕрленет.
Валерик ун йĕлтĕрне курсан савăнсах кайрĕ.
-Епле чаплă йĕлтĕр! Сана аçу илсе пачĕ-и?-
ыйтрĕ вăл.
-Атте çав, ĕнер каçпа Шупашкартан илсе
килчĕ,- мăнаçлăн тавăрчĕ Мишша.