Кĕçнерникун, 26.12.2024, 23:12
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Категорире миçе материал: 71
Миçе материал кăтартнă: 66-70
Страницăсем: « 1 2 ... 12 13 14 15 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
«Ватă çын – тăватă çын»:- теççĕ халăхра. çав тери ăслă каланă шухăш. Эпĕ те çак шăхăшпа килĕшетĕп. Ватă çынсем епле ăслă: ырă кăмăллă: чăтăмлă пулнинчен тĕлĕнетĕп. 
Манăн юратнă кукамай пур. Халĕ вăл Тусай ялĕнче пурăнать. Ăна Алексеева Зоя Васильевна тесе чĕнеççĕ. Хăй Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче ÿссе çитĕннĕ. Ваçли Семенч йăхĕнчен тесен таврара пурте пĕлнĕ. Кукамайăн ашшĕ нумай хушă колхоза ертсе пынă. çичĕ ачаллă çемьере çитĕннĕскер: пĕчĕкренех ĕç патне кÿлĕннĕ. Аслисем пĕрин хыççăн тепри килтен туха-туха кайнă. Алла професси илме васканă. Ват кукамайăн пурне те тумалла пулнă. Кукамай пĕчĕкренех алсиш-чăлха çыхма маттур пулнă. Амăшĕ вара ăна хăйне пулăшакан та кирлĕ тесе малалла вĕренме яман. Ку самантсене кукамай куççуль витĕр аса илет. «Пурне те вĕрентме тăрăшрĕç: мана вара ал ĕçне ахаль те маттур тесе ямарĕç»:- тет.
Кĕçех вăрçă пуçланать. Ытти хĕрсем пекех кукамай вăрман касма каять: торф кăларнă çĕре те çитет... «Урасем çĕр каçиччен типсе те ĕлкĕрейместчĕç. Пысăк бараксенче пурăннă май ытти япаласене те типĕтейместĕмĕр»:- тет ĕç ветеранĕ. Шăпах çавăн чухне урасене упрайманни паян та аса илтерет ăна. «Урасем ман час-часах çывăраççĕ. çавăнпа ытларах утма тăрăшатăп эпĕ»:- тет хăй. Вăрçă çулĕсенче вăл колхозра бригадирăн помощникĕ пулса та ĕçлет. Ун чухне кашни пучахшăн ответ тытма лекнĕ. Нимĕнле тырра та уя хăварман. Пултарулăхне: хастарлăхне кура кукамая вăрçă вăхăтĕнчи хастарлăхшăн медаль парса чыслаççĕ.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 493 | Author: Васильева Елена | Кам хушнă: dred | Хăçан: 16.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

"Ачасен пултарулăхĕ" литература конкурсĕн йĕрки
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 390 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.11.2009 | Рейтинг: 5.0/4 | Комментарисем (0)

Пурăн пĕртте чирлемесĕр, 
  Аннем. 
Ыррăн-сыввăн та таса,
  Аннем.
Ăраскал, хавал сунап сана,
  Аннем.
Ыр сунса, чунтан савса, 
  Аннем.

Пул ялан хавас та ырă эс, 
  Аннем.
Ан пĕлсем асап-нуша мĕнне,
  Аннем.
Чунпа пул эс ĕмĕр çамрăк,
  Аннем. 
Телейпе пĕрле çÿре ялан, 
  Аннем.

Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 537 | Author: Илларионов Стас | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.11.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Манăн анне – чи ырри:
Питĕ çемçе ун кулли.
Çĕр çинче вăл – хисепли, 
Чи пахи те чи хитри.

Юрататăп аннене, 
Унăн çепĕç кăмăлне.
Эпир унпала ялан
Пурăнатпăр пит аван.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 600 | Author: Илларионов Стас | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.11.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Пултаруллă ман анне —
Хирĕçлесе кам калĕ:
Кунĕн-çĕрĕн вăл çырать,
Хăçан тульккăш хăй çыврать?

Ай, тур-тур, хитре-çке питĕ:
Сар хĕвел пек ун сăн пичĕ.
Ăсĕ уттинчен малта, 
Çавăнпах пĕлет йăлтах.

Кăмăлĕ ялан сар çу ун, 
Пур çынна—пуян е чухăн—
(Кашнинех вăл тыткăнлать)
Ăнланма-çке пултарать.

Тăван ял халь илемленчĕ,
Çĕнĕ çуртсемпе çĕкленчĕ.
Эх, асам кÿрет аннен
Пÿрт умĕнчи сад пахчи.

 
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 411 | Author: Илларионов Стас | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 ... 56-60 61-65 66-70 71-71


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz