Татьяновка...… Пĕлетĕр-и? Çак ятлă ял вăл Çĕпĕрте, Шăна-пăван е кăмари Чăтма çук хĕвĕшнĕ çĕрте. Кержак мучи сар чĕлĕмне Паклаттарса, ăш канмалла Çак ял çинчен калаçăвне Пуçларĕ хурлăхлăн çапла: “Татьяновка Татьянăна Ас илтерет мана ялан. Чăвашчĕ вăл. Кунта ăна Илсе килсеччĕ çĕр шăнсан. Татьяна çунă каçсерен Ялти правлени урайне. Вăл ăнсăртран сĕтел çинчен Ÿкернĕ Сталин тăм бюстне. Тăм бюст кăшт катăлнă, чăнах. Такам “лере” евитлеме Шут тытнă. Килнĕ çавăнтах Татьянăна арестлеме. Çынни пулсассăн – статйине Пит хăвăрт тупнă ун чухне. Суд çапнă çамрăк хĕр çине Халăх тăшманĕн клемине. Сăрт-ту ванать, анчах çынна Ăçтан хуçан – тÿсет чĕре. Хаяр статья Татьянăна Илсе çитернĕ Çĕпĕре. Ах, Çĕпĕр, Çĕпĕр, ĕлĕкрен Хăпартнă вăл çын сехрине. Пусмассерен халь те илтен Этем шăмми калаçнине. Кунта куçарнă çынсене Хĕле кĕрсен, вăрман касма. Хĕрарăмсен пĕр ушкăнне Васкатнă çĕр пÿртсем чавма. Ялта чухнех мĕн пĕчĕкрен Татьяна хăнăхнă ĕçе. Çĕр алтнă пилĕк суриччен Алран ямасăр кĕреçе. Чăтăмлăран ĕç нормине Куллен тултарнă ирттерсе. Çĕр пÿртĕн пĕр стени çине Вăл çырнă хăй ятне чĕрсе. Çак ят малашлăха чĕнсе Çуратнă шанчăк пирĕнте. Эпир Татьяновка тесе Калаттăмăрччĕ çĕр пÿрте”. Кержак мучи сар чĕлĕмне Паклаттарса, ăш канмалла Çак ял çинчен калаçăвне Вĕçлерĕ кăмăллăн çапла.
Лайăх çынччĕ теççĕ. Вăл вилсен – Унăн ячĕ юлнă тайгара. Чăннипех те, Вăл вăтам хресчен Пулнă çеç, пĕлетĕп, Чăвашра. Ар çулне çитсессĕн, туй туса Качча илнĕ кÿршĕ ял хĕрне. Ăна ашшĕ пÿрт лартса парса Уйăрса кăларнă уй хĕрне. Акнă, вырнă –… Ахальтен тухман Аллине çич хутлă хыт пата. Хĕлĕн-çăвĕн уринчен кайман Тăлапа сар пушăт çăпата. Выльăх-чĕрлĕх тытнă. Тур лаши Шар кĕçеннĕ каçăртса пуçне. Ирсерен тухсассăн кил хушши Савăнтарнă сассипе чунне. Уявра-мĕнре мăн алтăрпа Сăра ĕçнĕ кăкăрне шăлса. Вĕркĕчлĕ хура хром атăпа Ташша тухнă кăмăллăн кулса. Яла кĕнĕ шăвăнса таçтан Чуншăн ют “колхоз” текен сăмах. Кĕреки çавра çăкăрлăран Пулса тăнă ялшăн вăл кулак. Кил-çуртне аркатнă. Туприне Йăлт салатнă – тăхăнса çÿре! Пуçĕпех ăсатнă хăйсене Çĕпĕре, пĕлмен-илтмен çĕре. Куççуль тухнă сăрхăнса куçран,– Юхнă вăл пит тăрăх пĕçертсе. Кил йăмри салхуллăн хыçалтан Пăхса юлнă çилсĕр чÿхенсе. Чун иллиллĕ вăрăм çул çинче Çын çине çын ÿкнĕ, чирлесе. Паян кун та Томь çыранĕнче Çын шăмми выртать теме кĕтсе. Кивĕ баржа чыхăнса вăрах Çурса ишнĕ тĕксĕм шыв питне. Çуллахи каç чĕмсĕр тайгара Антарса хăварнă вĕсене. Ăсталанă çĕнĕ вырăнта Пĕчĕк хÿтлĕх сывлăш çавăрма. Иккĕн-виççĕн килнĕ кантуртан Уйăхран вĕсен ĕçне курма. “Эс мĕн ятлă? Миçере? Ăçтан?” – Ыйтнă тет çемье пуçлăхĕнчен. “Чăвашран эп. Бородин Иван”, – Тесе хунă тет хайхи кĕскен. Куçран пăхнă тинкерсе ăна, Калаçасшăн пулнă шÿтлесе. Тайгари çак шурлă вырăна Çырса хунă Бородинск тесе.