— Ман Тихăн пĕр тумлам та сыпмасть, — терĕ. — Мĕнле капла? — тĕлĕнтĕм эпĕ. — Вăт çапла ! — сасăпах кулса илчĕ хайхискер. Пĕр ялта пурăнмастпăр пулин те, эпĕ хăйне те, Тихăнне те лайăх пĕлетĕп. Унпа пĕр кантурта шут шăрçисене шутарнăччĕ. — Эсĕ пăрахмарăн-и-ха ? — каллех сăмах тапратрĕ Тихăн арăмĕ. — Пăрахасси мĕнĕ… — хуравларăм ăна. — Ман Тихăн пăрахрĕ! — çирĕппĕн татса каларĕ вăл. Тихăн арăмĕ ман çумах шуçса ларчĕ. — Итле! — терĕ вăл, ман пĕçĕ çине аллине хурса. — Ирхине кăмака хутмалла пулчĕ. Тихăна вутă илсе кĕме хушрăм. Кĕрессе илсе кĕчĕ-ха. Алăк янаххи урлă каçнă каçман вутти качки урайне кĕрст персе анчĕ. Хăйĕнчен эрех шăрши перет! "Кай-кай-кай! Ăçта кайса кÿпме ĕлкĕртĕн?" тетĕп. Чĕнмест. Аптранипе картишне тухса пăхрăм. Вăл вут сарайне кĕрсе тухнисĕр пуçне урăх нимĕнле йĕр те курăнмасть. Ним калама та аптрарăм. Каç пулттипе Тихăна юриех: "Эп Марье кумасем патне кайса килетĕп. Эс ир хутма вутă илсе кĕрсе хур!" — терĕм. Хам вут сарайне кайса шаршан хыçне пытантăм. Эпир сарайне электричество кĕртнĕччĕ. "Пĕлетĕн-и ?" — аякран таках тутарчĕ Тихăн арăмĕ. Ман услап вут сарайне, чăнах та, пычĕ. Кĕнĕ пеккĕн лампа абажурне пăрса кăларчĕ. Унта çутă шĕвек ! Вăл ăна тути патне илсе пычĕ анчах — эпĕ виçĕ кĕтеслĕ мăн вут сыппине ун патнелле пĕтĕм вăйран персе ятăм. Вăл Тихăна çурăмран куп! пырса тиврĕ. Вăл палт йăванса кайрĕ. Куçне-пуçне чарса пăрахрĕ. Чĕлхине çур метр таранах кăларса хучĕ. Сехре хăппи! Унтанпа виç-тăватă çул иртрĕ-ха. Тихăна ĕçме пăрахма ни гипноз, ни хаклă эмелсем кирлĕ пулмарĕç. Кун çинчен хаçата та çырас тетĕп-ха. Кама та пулсан пулăшĕ. "Çырĕ те ку. Арăм тупса ан вулатăр анчах", — шухăшларăм эпĕ.