|
Категорире миçе материал: 96 Миçе материал кăтартнă: 66-70 | Страницăсем: « 1 2 ... 12 13 14 15 16 ... 19 20 » |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Ак пичевлерĕç ирхине Ăна тĕпри лаша çумне.
Нăтăртатать мăйра çĕн хăмăт. Чăнкăртатать çĕн чĕн йĕвен. Тăпăртатать Лава хăй хăвăрт Туртса каяс пек Пĕр-пĕччен.
Çÿрен тиха, Калатăп тÿррĕн, – Ахальтен мар эс Пичевре. Туртма пĕлсессĕн ÿлĕм çÿрĕн Çулта-йĕрте ялан тĕпре.
Лава туртса ухла пуçна, – Хуçу мухтатăр уттуна.
|
Чарсан – Хăй пăшăрханатчĕ, Хĕрхенеттĕмччĕ хăйне. Час мунча хутса яратчĕ Эп çултан килсен Анне.
Хăпăл-хапăл пĕçеретчĕ Сар хуплу пĕр кăмака. Мунча хыççăн ĕçтеретчĕ. “Сиплĕ, – тетчĕ, – Кулавкка”.
|
Çултан килтĕм эп вăхăтлăха Сар хĕвеллĕ çуркунне яла. Аçу тунă вырăсла хапха Çĕклентерчĕ шутсăр кăмăла.
Хапха çеç-и? Хăлăпне тытса Курас килчĕ ăшă туйăмпа. Вырăсла хапха яр уçăлса: “Килех!” – терĕ Çепĕç сасăпа.
|
Кил-çурчĕ урамран пăхма Сап-сарă чăкăт кăшăлĕ. Чĕнсессĕн те – сăмах хушма Хуçин пулмарĕ кăмăлĕ.
Ун хыçĕнчен шалт хупăнса Чĕтренчĕ урам алăкĕ. Мăн алăк айĕн хăрлатса Хаяррăн вĕрчĕ анчăкĕ.
|
Кив сак çине ÿкет сар çулçă Кĕрхи кунсем çывхарнăран. Килсе курасшăн чĕрем çунчĕ, – Хакли мĕн пултăр тăванран.
Сана эп куç тулли куратăп, – Ытарайми тăран умра. Сана, тăванăм, аякра та Туяттăм эпĕ хам çумра.
Салху чухне эп калаçаттăм Сăну çине пăхса ялан. Хапха умне чупса тухаттăм, Кĕтеттĕм çырусем санран.
Кив сак çине ÿкет сар çулçă, Лар ман çума, савнă тăван. Сана курсассăн кăмăл тулчĕ, Чун уçăлчĕ сана курсан.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|