Юнкун, 25.12.2024, 18:48
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Бородинск
Лайăх çынччĕ теççĕ.
Вăл вилсен –
Унăн ячĕ юлнă тайгара.
Чăннипех те,
Вăл вăтам хресчен
Пулнă çеç, пĕлетĕп, Чăвашра.
Ар çулне çитсессĕн, туй туса
Качча илнĕ кÿршĕ ял хĕрне.
Ăна ашшĕ пÿрт лартса парса
Уйăрса кăларнă уй хĕрне.
Акнă, вырнă –…
Ахальтен тухман
Аллине çич хутлă хыт пата.
Хĕлĕн-çăвĕн уринчен кайман
Тăлапа сар пушăт çăпата.
Выльăх-чĕрлĕх тытнă.
Тур лаши
Шар кĕçеннĕ каçăртса пуçне.
Ирсерен тухсассăн кил хушши
Савăнтарнă сассипе чунне.
Уявра-мĕнре мăн алтăрпа
Сăра ĕçнĕ кăкăрне шăлса.
Вĕркĕчлĕ хура хром атăпа
Ташша тухнă кăмăллăн кулса.
Яла кĕнĕ шăвăнса таçтан
Чуншăн ют “колхоз” текен сăмах.
Кĕреки çавра çăкăрлăран
Пулса тăнă ялшăн вăл кулак.
Кил-çуртне аркатнă.
Туприне
Йăлт салатнă – тăхăнса çÿре!
Пуçĕпех ăсатнă хăйсене
Çĕпĕре, пĕлмен-илтмен çĕре.
Куççуль тухнă сăрхăнса куçран,–
Юхнă вăл пит тăрăх пĕçертсе.
Кил йăмри салхуллăн хыçалтан
Пăхса юлнă çилсĕр чÿхенсе.
Чун иллиллĕ вăрăм çул çинче
Çын çине çын ÿкнĕ, чирлесе.
Паян кун та Томь çыранĕнче
Çын шăмми выртать теме кĕтсе.
Кивĕ баржа чыхăнса вăрах
Çурса ишнĕ тĕксĕм шыв питне.
Çуллахи каç чĕмсĕр тайгара
Антарса хăварнă вĕсене.
Ăсталанă çĕнĕ вырăнта
Пĕчĕк хÿтлĕх сывлăш çавăрма.
Иккĕн-виççĕн килнĕ кантуртан
Уйăхран вĕсен ĕçне курма.
“Эс мĕн ятлă? Миçере? Ăçтан?” –
Ыйтнă тет çемье пуçлăхĕнчен.
“Чăвашран эп. Бородин Иван”, –
Тесе хунă тет хайхи кĕскен.
Куçран пăхнă тинкерсе ăна,
Калаçасшăн пулнă шÿтлесе.
Тайгари çак шурлă вырăна
Çырса хунă Бородинск тесе.


Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (03.07.2009)
Миçе çын вуланă: 387 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz