Юнкун, 06.11.2024, 08:27
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Татьяновка
Татьяновка...…
Пĕлетĕр-и?
Çак ятлă ял вăл Çĕпĕрте,
Шăна-пăван е кăмари
Чăтма çук хĕвĕшнĕ çĕрте.
Кержак мучи сар чĕлĕмне
Паклаттарса, ăш канмалла
Çак ял çинчен калаçăвне
Пуçларĕ хурлăхлăн çапла:
“Татьяновка Татьянăна
Ас илтерет мана ялан.
Чăвашчĕ вăл. Кунта ăна
Илсе килсеччĕ çĕр шăнсан.
Татьяна çунă каçсерен
Ялти правлени урайне.
Вăл ăнсăртран сĕтел çинчен
Ÿкернĕ Сталин тăм бюстне.
Тăм бюст кăшт катăлнă, чăнах.
Такам “лере” евитлеме
Шут тытнă. Килнĕ çавăнтах
Татьянăна арестлеме.
Çынни пулсассăн – статйине
Пит хăвăрт тупнă ун чухне.
Суд çапнă çамрăк хĕр çине
Халăх тăшманĕн клемине.
Сăрт-ту ванать, анчах çынна
Ăçтан хуçан – тÿсет чĕре.
Хаяр статья Татьянăна
Илсе çитернĕ Çĕпĕре.
Ах, Çĕпĕр, Çĕпĕр, ĕлĕкрен
Хăпартнă вăл çын сехрине.
Пусмассерен халь те илтен
Этем шăмми калаçнине.
Кунта куçарнă çынсене
Хĕле кĕрсен, вăрман касма.
Хĕрарăмсен пĕр ушкăнне
Васкатнă çĕр пÿртсем чавма.
Ялта чухнех мĕн пĕчĕкрен
Татьяна хăнăхнă ĕçе.
Çĕр алтнă пилĕк суриччен
Алран ямасăр кĕреçе.
Чăтăмлăран ĕç нормине
Куллен тултарнă ирттерсе.
Çĕр пÿртĕн пĕр стени çине
Вăл çырнă хăй ятне чĕрсе.
Çак ят малашлăха чĕнсе
Çуратнă шанчăк пирĕнте.
Эпир Татьяновка тесе
Калаттăмăрччĕ çĕр пÿрте”.
Кержак мучи сар чĕлĕмне
Паклаттарса, ăш канмалла
Çак ял çинчен калаçăвне
Вĕçлерĕ кăмăллăн çапла.


Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (03.07.2009)
Миçе çын вуланă: 337 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz