|
Категорире миçе материал: 96 Миçе материал кăтартнă: 51-55 | Страницăсем: « 1 2 ... 9 10 11 12 13 ... 19 20 » |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
“Парнелетĕп кăмăлтан Сана, – терĕн, – юрату”. Эппин эс ман пурнăçран, Савнă тусăм, юрă ту.
Çил пулам эп. Пул хăва, – Чуп тăвам ыталаса. Çĕр çинче юратăва Кам кăларнă шутласа?
Хĕвелтен те вăл вĕри, – Ăна туйрăм эп чунпа. Вут хумасăр çын чĕри Ирĕлет юратупа.
|
Халь манăçнă. Ĕлĕксенче Ял-йышăн пурччĕ ыр йăла. Авăн сăри кĕр вĕçĕнче Тăватчĕ вăл – ан та кала!
Кĕрекере тулли курка Çÿретнĕ – Шалт ĕç кашнинче. Ĕçре ыратнă шăмшака Сипленĕ авăн ĕçкинче.
|
Çухалса-ши юлнă ăнсăртран? Кирлĕ мар-ши пулнă вăл Пачах? Чукун çул вокзалĕнче чунтан Амăшне йĕрсе чĕнет ача.
Çамрăксем Унран те именеççĕ, Ватăсен Те хăлхисем илтмеççĕ.…
Мĕскер пултăр ачаран пахи! Ăшшăн тытрăм хам çума Ăна. Чун савни савса чечек çыххи Парнеленĕн туйăнчĕ мана.
Ах, çапах та, Амăшне курсан, Виç сăмах калас килет-ха ман.
|
Ÿпкелешместĕп эп хама Ку таранччен те Мул пухманшăн. Çак çĕр çинче чуна уçма, Тăван кĕтесĕм, Эс пур маншăн.
Тăван кĕтес, Ĕнен мана, – Чăн, маншăн эс – ял-йыш саламĕ. Мĕнле сăмах тупса Сана Хам юратни çинчен калам эп.
Ик ĕмĕр тур паман çынна. Пĕлетĕп, эпĕ те вилетĕп. Вилсессĕн те – Сан ăшшуна Нÿрлĕ çĕре илсе кĕретĕп.
|
“Çÿп эс!” – Терĕ мана арăм, – Хирĕç ним те калаймарăм.
Пĕр ÿпне çăпан, ара, Ма тухмасть чĕлхи çине. Кам пĕлмест пуль таврара Эпĕ атă ăстине.…
Мĕн вăл атă çĕлесси! Хĕн – Арăма юрасси.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|