Юнкун, 25.12.2024, 07:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Карай пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 96
Миçе материал кăтартнă: 61-65
Страницăсем: « 1 2 ... 11 12 13 14 15 ... 19 20 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Тĕлĕк куртăм çимĕкре, –
Вилнĕ пек эп тĕлĕкре.

Мана ансăр тупăка
Кĕртсе хучĕç.
Пуç вĕçне
Хам юратнă кушака
Лартрĕç тупăк хуралне.

Урамра,
Пÿртре хуллен
Калаçаççĕ ман çинчен.

“Тупăкпа сив нÿхрепе
Лартас”,– теççĕ пĕрисем.
“Мĕн тăвас вилнĕскерпе?” –
Хирĕçлеççĕ теприсем.

Кутăн-пуçăн çавăрса
Хупрĕç тупăк хуппине.
Илсе кайрĕç васкаса
Ял хыçне, çăва çине.

Ват çăхан кăранклатса
Тем каларĕ курака.
Тупăка çапăнтарса
Лартрĕç тарăн шăтăка.

Хампа ĕлĕк яш чухне
Варлă пурăннă Ульки
Тÿп пăрахрĕ ман çине
Ик хутчен тăм муклашки.

Шăтăкран эп тухасран
Тăпра ячĕç таптаса.
Пытарса кайсан, кайран
Ĕçрĕç-çирĕç ташласа.

Мана мĕн?
Вилнĕскере
Тухса пачĕç сăмакун.
Арăма сарай хыçне
Туртса кайрĕ Сантăр кум.
Хама пĕчĕк алăкпа
Илсе кĕчĕç пĕр çурта.
Такамсем мăн хуранпа
Вĕретеççĕ шыв унта.

Ярса тытрĕç те мана:
“Чикес, – терĕç, –
Хурана!”.

Ас тумастăп хам мĕнле
Ыйхăран вăраннине.
Арăм çумĕнчен çĕрле
Кĕрĕс! ÿкрĕм урайне.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 397 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ара, пурăннă чухне
Тем те кирлĕ этеме.
Кайрăм эпĕ çуркунне
Ишеке пăта илме.

Уçă пулчĕ, тупата,
Ман тĕле тата лавкка.
Пÿрне пек тачка пăта
Илтĕм шăп пĕр кутамкка.

Кайран, вăхăт тупăнсан,
Килĕп терĕм сăр илме.
Тухса утрăм лавккаран
Çул çине киле килме.

Вĕлт иртеççĕ кăшкăртса
Тĕрлĕрен машинăсем.
“Лартса кай-ха!” – йăлăнса
Тăратаççĕ ал çынсем.

“Пурпĕрех çук лартакан”, –
Текелерĕç пĕрисем.
“Мĕн пăхса тăрар? Çурран
Атьăр!” – терĕç теприсем.

Çынсем утрĕç.
Кăшт кайсан,
Утрăм эп те хыçалтан.
Мĕн каласси пур!

Утма
Ишек çулĕ яп-яка.
Утнăçемĕн çурăма
Касса кĕчĕ кутамкка.

Урасем пит ырнăран
Ларас килчĕ çул хĕрне.
Курах кайрăм эп сăртран
Пĕр машина килнине.

“Мĕн, – терĕм, – ку шофера
Тай пăхас улталаса”.
Эй, хĕрсех, тăра-тăра,
Утрăм лăкăштаттарса.

Те, чăнах, хĕрхеннипе
Чарчĕ вăл машинине.
Эп тиха пек сиккипе
Чупса пытăм ун патне.

Вăл чăр! пăхрĕ ман çине.
Унтан кулчĕ пĕр кана.
Уксах çын пек утнине
Мĕн мантарчĕ-ши мана?


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 338 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Лаша вити.
Ут таврашне
Юпа çумне типтерлĕ çакнă.
Пĕлен кашни лаша ятне:
Хĕлхем, Рекорд, Ракета, Чайка...…

Кашнин умне,
Ĕçрен килсен,
Сап-сарă сĕлĕ хурса панă.
Çиеççĕ кăмăллăн.
Хăйсен
Йĕнерчĕк вырăнĕ тарланă.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 406 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сан çинчен мĕн каласа
Юрламаççĕ халăхра:
Эс вĕçетĕн авăтса,
Чĕппÿсем ют йăвара...…

Куншăн пĕртте ан кÿрен, –
Авăт пĕрех май,
Куккук!
Сан сассусăр çуркуннен
Пурпĕрех илемĕ çук.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 381 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Куç сиктермесĕр ман çине
Анне пăхать кив рамкăран.
“Ачам, – тет пек, –
Хура-шурне
Эп курнă, тÿснĕ тем таран”.

Ахальтен мар ĕç лашипе
Танлаштаратăп аннене.
Куратăр-и,
Ик медальпе
Эрешлентернĕ кăкăрне.

Анне сăнне тĕнче умне
Лартас килет – 
Хĕвел çумне.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 461 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz