|
Ветерансем сахаллансах пыраççĕ
Вăрçă тени пулмасть-çке çухатусăр, Вилнисене йĕрлевçĕсем шыраççĕ… Таврăннисем те: е чăлах, е сусăр – Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
Сыв юлнисем те халь хĕрÿ хевтесĕр, Вăй-халĕсем кунсеренех ыраççĕ… Пур пеккине ялан хисеплĕр эсĕр – Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
Уяв çитсен, вĕсем çавах хаваслă, Ват салтаксем те сухалне хыраççĕ… Вĕсен сăмахĕ пирĕншĕн чăн аслă – Ветерансем сахаллансах пыраççĕ. Тепре чухне аса килет-ши яшлăх; Вăййа тухма çĕн çăпата сыраççĕ… Анчах хăйĕн ĕçнех тăвать-мĕн ватлăх – Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
Пуçран тухмасть пуль ĕлĕкхи ĕçченлĕх: Кирлех пулсан – каллех тырă выраççĕ… Питех те шел, нумайăшĕн пĕчченлĕх, Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
Манса пĕрин ятне те ан хăварăр, Вĕсем çинчен ĕмĕрĕпех çыраççĕ… Кирек хăçан çул парăр, вырăн парăр – Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
| Категори: Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (19.08.2009)
| Миçе çын вуланă: 425
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|