|
Тăван Чăваш ен (Сăвви Л.Антоновăн)
Мӑнаҫлӑн юхать сарлака, тулӑх Атӑл. Хумсем илсе килнĕ салам инҫетрен. Вуншар халӑхпа ӗмӗр туслӑ пурнатӑн, Эс туслӑх Ҫӗршывӗ, Тӑван Чӑваш ен.
Ӗҫчен халӑха ҫӗн кунпа саламланӑн Тухать йӑлкӑшса сар хӗвел ирсерен. Таса тӳпери ҫут хӗвел пек ҫунатӑн Телейлӗ кунҫулшӑн, Тӑван Чӑваш ен.
Садсем ҫурӑлсан янӑрать уҫӑ саслӑн Маттур ҫамрӑксен юррисем шуҫӑмччен. Ҫӗр-пин юрӑпа кӑмӑла йӑлататӑн, Эс хӑв ҫепӗҫ юрӑ, Тӑван Чӑваш ен.
Инҫет ҫӗрсене эп ҫитсе курнӑҫемӗн Вӗри чунӑмпа туйса илтӗм хитрен, Ҫуралнӑ Ҫӗршыв, эсӗ пурнӑҫ илемӗ, Санпах ӗмӗр пулӑп, Тӑван Чӑваш ен.
| Категори: Юрий Шепилов юррисем | Кам хушнă: mixaj_58 (17.09.2009)
| Миçе çын вуланă: 728
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|