Улăхра Васкамасăр, киленсе Ешĕл улăхпа иртетĕп. Умăмра çÿçе сÿречĕ, Ģунтарать хĕвел ĕнтсе. Ывăнман-ха. Сулхăнран Ютшăнса çÿçе кÿренĕ. Улăх кĕпине çĕленĕ Эрешленĕ пурçăнтан. Шурă клевер, илепер, Пĕтнĕк кăмăллăн ал сулчĕç. Пикенсе ĕçлет пыл хурчĕ, Чечекпе пуплет чипер. Ярăнса вĕçет чĕкеç. Эреветлĕ çепĕç кайăк, Хăй ĕçне пĕлет вăл лайăх,- Чĕпписем апат кĕтеç. Ģеçкери шăпкан çине Ģăмăллăн çĕкленнĕ кăткă, (Ģывăхрах йăви ун хăтлă) Сĕтĕрет чечек хуртне. Эпĕ çеç пĕччен айван Ěçлĕ кун çинчен пач маннă. Кур, çакна пăван ăнланнă, Хыттăн çыртрĕ çурăмран.
|