Апрель.Шыв-шур тапраннă вăхăт. Ģĕмĕрĕлсе юхать çырма. Хула çынни е лăпкă Сăкăт Васкать пăр кайнине курма. Ăçта васкать-ши шавлă юхăм? Манса çуралнă Ģĕршывне. Ача пуçпа епле-ха юлăн Анмаср тулăх шыв хĕрне. Юхать , юхать пăр караванĕ Пĕр тĕкĕшсе, пĕр ăмăртса. Капмар пăрсен хитре янравĕ Чуна çĕклет çунат хушса. Сулмаклă пăр – кашни пĕр сулă. Тĕрекĕ караппа пĕр тан. Ģакна чарлан ăнланнă сумлăн, Кур, ярăнса анать туран. Ача-пăчашăн çак ÿкерчĕк Юмах тĕнчи пекех паха. Пăрпах пуль çав лартса вĕçтертĕм Ытарайми ачалăха.
|