Юр пĕрчийĕ çаврăнса:
Лăпкăн-лăпкăн ярăнса:
Çĕр çине вăл ÿкет.
Таврана илем кÿрет.
Шурă юр – хĕл палли:
Юр пĕрчи – ун парни.
Йăлтăркка та мерчен:
Ун кун-çулĕ черчен.
Вăйлă çил вĕрсен
Пин-пин юр пĕрчисем
Çавра çил ташшипе
Çаврăнаççĕ вĕсем.
Сар хĕвел йăл кулсан
Юр пĕрчи çутатать.
Ăшă кун пуçлансан
Шыв пулса çухалать.
Степанова Ольга
Карайри вăтам шкул: 7-мĕш класс: 13 çулта «Савнă тăван ен – Красноармейски» номинаци
|