Упи ялӗ — ман ҫуралнӑ ялӑм, Ҫак кӗтес — юратнӑ вырӑн ман. Унпала тек ҫӗкленет вӑй-халӑм, Ун патнех чӗре туртать ялан.
Уйрӑмах ҫулла илемлӗ эсӗ — Йывӑҫсем сип-симӗс ларнӑ чух. Вӑлтапа Ҫавал хӗрне ҫитсессӗн... Пуллисем выляҫ — ытарма ҫук!
Инҫех мар вӑрманӗ — савӑнмалӑх. Чӑрӑшсем, хырсем темӗн чухлех... Сывлама унта питех те лайӑх, Калӑн эс: рая лекнӗ! тесех.
Упи ен — районӑн пӗр кӗтесӗ, Ӳстеретӗн ӑслӑ ҫынсене... Кунта пур писателĕ, поэчӗ — Чӑвашра пӗлеҫҫӗ вӗсене.
Саламлатпӑр района эпир те — Ҫитмӗл пилӗк ҫул ҫитнӗ ятпа. Сӑвӑсем ҫыратпӑр каҫ та, ир те, Туслашас тесе — райхаҫатпа.
Светлана ХАРИТОНОВА, Упи вӑтам шкулĕн 7-мӗш класра вӗренекенĕ.
|