Юнкун, 06.11.2024, 04:18
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 36-40
Страницăсем: « 1 2 ... 6 7 8 9 10 ... 107 108 »

Мана ан вăрçăр, тусăмсем,
Эп сирĕнпе пулайманнишĕн,
Эп сирĕн пек пулайманнишĕн, 
Сире хăш чух манса кайнишĕн
Мана ан вăрçăр, тусăмсем!

Эп пулаймастăп сирĕн пек:
Паян туслаш - ыран эрехçĕ,
Паян юлташ - ыран элекçĕ...
Ав, сирĕн юлташсем килеççĕ!
Эп пулаймастăп вĕсем пек.

Мана ăнланăр, тусăмсем!
Эп никам пек те пулаймастăп, 
Сире те хам пек тăваймастăп!
Тăвас тесе те тăрăшмастăп!
Мана ан вăрçăр, тусăмсем.
30.09.2001
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 319 | Author: Николай Петрович Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Каллех ӳстерчӗҫ вӗт ах, Турӑ!
(Миҫемӗш хут, ҫине-ҫинех)
Милиципе прокуратура 
Ӗҫченӗсен ĕҫ укҫине!

Сӑлтавӗ? Пур: "Ан илччӗр взятка 
Шалу ытла сахал тесе!" 
Кӑшт шутлӑр-ха, мӗн калаҫатӑр?!
Тархасшӑн шутлӑр, ҫӳлтисем!

Ҫынна — ҫитмест! Эсир пӗлетӗр:
Паян пани паянлӑх ҫеҫ!
Ыран каллех: "Илеҫҫӗ!" - тетёр!
Малаллине... калас килмест!

Эп хирёҫ мар шалу ӳснишӗн, 
Май пур пулсан ӳстермелле.
Анчах хӑть маншăн, хӑть теприншĕн
Ăна сӑлтавлӑр этемле!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 340 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ан хӑвалӑр никама та
Ӗҫ тума вăйпа нихҫан. 
Аван мар вӗт хамӑра та
Патакпа тӗксен хыҫран.

Тутарас килет пулсассӑн
(Ĕҫӗ сирӗн ҫавнашкал). 
Ан пулсамӑрччӗ, тархасшӑн,
Хӑвӑр... пирӗнтен кахал!

Уншӑн мар сире влаç панă!
(Ăс-тӑна пӑхса, паллах!) 
Ёҫ тӑвас пулсассӑн ҫанӑ 
Сирӗн те тавӑрмаллах.

Хушупа ҫеҫ ан хӑратӑр.
Вӑл та кирлӗ пуль-ха та...
Ырӑпа ҫынна "вӑратӑр"
Шеллемесёр вӑхӑта.

Кам пӗлмест — ӑна вĕрентӗр,
Ҫирӗп ыйтӑр кашнинчен.
Ҫын чунпа сире ӗнентĕр
Патака... ӗнениччен.

Вĕрентме, чăнах та, йывăр:
Тăкмалла мĕн чухлĕ тар!
Ҫавӑнпа ӗртӳҫӗ пулӑр!
Ҫук! Ҫук-ҫук! Кӗтӳҫӗ мар!

Мала тухӑр та:"Эй! Атьӑр! 
Кам чунпа манпа пӗрле!" 
Ун чух этт те вара хатӗр
Сирӗнпе Тĕнче хĕрне!
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 271 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ак лӑпланчӗ шав-шав.
Уҫӑлать те чаршав —
Эпир кӗтнӗ спектакль пуҫланӗ.
Пукане-теттесем
Хуçине итлесе
Рольсенё вылямашкӑн вӑранӗҫ.
Выляса пӗтерсен,
Ҫипсене вӗҫертсен
Ыранччен ҫывӑрмашкан ӑсанӗҫ.
Пукане-теттесем!
Эп шеллетӗп сире!
Теттесем пулнӑран сирӗн пурнӑҫ хитре:
Ҫип туртсан — малалла!
Ҫип туртсан — каялла!
"Эпир ирӗклӗ!" — тесшӗн эсир пурпӗрех.
Пурнӑҫра та иккен —
Курма ҫеҫ ан ӳркен —
Ҫав сӑнсем... Ҫав сюжет...
Ҫав театр!
Пукане-этемсем!
Хуҫӑра итлесе
Рольсене такӑнмасӑр вылятӑр!
Выляса пӗтерсен,
Ҫутӑсем сӳнтерсен...
Ыранччен хускалма та хӑратӑр!
Пукане-этемсем! Эп шеллетӗп сире!
Пукане пулнӑран сирӗн ҫук чун-чӗре:
Ал ҫӗклетӗр — хушсан!
Элеклетӗр — хушсан!
"Эпир ирӗклӗ!" — тесшӗн эсир пурпӗрех!
Мӗн пулать-ши ыран —
Шутлама та хӑран...
Тен... тата ҫӗн спектакль пуҫланӗ:
Пукане-этемсем Хуҫана итлесе
Пирӗнпе... вылямашкӑн вӑранӗҫ!
Выляма пуҫласан...
Эпир чӗмсӗр пулсан...
Чарӑнма та вара манса кайĕҫ!
Эй! Ҫынсем! Ҫыннӑмсем!
Эп шеллетӗп сире!
Пукане-этемсем кӑкараҫҫӗ сире:
Ҫип туртсан — кунталла...
Ҫип туртсан — унталла...
Кӑкарман ЧУН кӑна пурӑнать ИРӖКРЕ!
Эп шеллетеп сире,
ҪЫННӐМСЕМ...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 525 | Author: Николай Петрович Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Фаина Павловна Петровăна

Ты только будь, пожалуйста,
со мною, Товарищ Правда!
Роберт Рождественский.

Эсир пӗлетӗр Тӗрӗслӗх мӗнне. 
(Эп каламастӑп ним пӗлмесӗрех)
Ыр ӗҫ тума, ҫынна хисеплеме 
Ан кансӗрлетӗр Тӗрӗслĕх Сире.

Эсир пӗлетӗр Тӗрӗслӗх мӗнне.
(Ӗненменни, ан тив, пуплетӗрех).
Ҫын нушине, савӑнӑҫне пӗлме
Ан кансӗрлетӗр Тӗрӗслӗх Сире.

Эсир пӗлетĕр Тӗрӗслӗх мӗнне. 
(Пӗлекенсем нумай-ха тӗнчере...)
Усаллине куҫран: "Усал!" — теме
Ан кансӗрлетӗр Тӗрӗслӗх Сире.

Эсир пӗлетӗр Тӗрӗслӗх мӗнне.
(Пӗлни аван-ха вӑл. Аван сӗре)
Йывӑрлӑхра ҫынна хутĕлеме
Ан кансӗрлетӗр Тӗрӗслӗх Сире.

Эсир пӗлетӗр Тӗрӗслӗх мӗнне.
(Темскершӗн канӑҫсӑр татах чӗре...)
Тӗрӗслӗхе яланлӑх ӗненме
Ан кансӗрлетĕр Тӗрӗслӗх Сире.

Эсир пӗлетӗр Тӗрӗслӗх мӗнне.
Эсир пӗлетĕр...
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 423 | Author: Н.П.Петров (Мăн Шетмĕ) | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 10
Хăнасем 10
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz