Каллех ӳстерчӗҫ вӗт ах, Турӑ! (Миҫемӗш хут, ҫине-ҫинех) Милиципе прокуратура Ӗҫченӗсен ĕҫ укҫине!
Сӑлтавӗ? Пур: "Ан илччӗр взятка Шалу ытла сахал тесе!"
Кӑшт шутлӑр-ха, мӗн калаҫатӑр?! Тархасшӑн шутлӑр, ҫӳлтисем!
Ҫынна — ҫитмест! Эсир пӗлетӗр: Паян пани паянлӑх ҫеҫ! Ыран каллех: "Илеҫҫӗ!" - тетёр! Малаллине... калас килмест!
Эп хирёҫ мар шалу ӳснишӗн, Май пур пулсан ӳстермелле. Анчах хӑть маншăн, хӑть теприншĕн
Ăна сӑлтавлӑр этемле!
|