18
Упа çырма... Кунта çуралнă
Матвеев Николай Михалч.
Четрик енче çемье пÿрт лартнă,-
Туртса илет ăна çĕн влаç .
Кулак тесе. Хупса хураççĕ
Ун ашшĕ-амăшне. Ача
Çын патĕнче ÿсет. Кĕç вăрçă.
Каять хăй ирĕкпе. (Ан чар!)
Наградăсем... Килет урасăр.
Колхоз ревком ĕçне шанать.
Курать: хуçа пĕр вăтанмасăр
Колхозăн пурлăхне вăрлать.
"Канаш" хаçат. Тухать заметка.
Милицисем кĕç районтан.
Заметка авторне... пĕçерккĕ:
"Тепре çырсассăн!.." Вăл... çырман.
19
Владимир Улăхсем тесессĕн,
Пĕлетпĕр пурте: журналист.
Вăл çырнине йăлт пичетлес тĕк...
Çитеймĕ хут! Ан çиттĕр-иç!
Апла тăк пур ун мухтанмалăх!
(Ытлашшипех те пулĕ, тен...)
Пĕр-ик сăмах каламаллах-и -
Кĕскен - ун пурнаçĕ çинчен:
Учитель вăл, таврапĕлÿçĕ,
Тăрмашнăччĕ комсомолта...
Редакцире унтан пĕр хушă
Шырарĕ "тĕрĕслĕх тата"...
Анчах "...пăта вăл... мăлатукшăн
Нихçан та тĕрĕслĕх пулман" —
Тенийĕ хисепре халь уншăн.