Карай ялĕнче пурăнакан
Риммăпа Валери Малининсене
халалласа
Ан васкӑр каймашкӑн! Ларар-ха кӑштах!
Халь ВӐХӐТ ҫитмен-ха! Ҫитсессӗн — каятӑр!
Малинин Валера, кала купӑсна,
Малинина Римма ҫӗн юрӑ юрлатӑр!
Ҫулталӑк ҫитет пуль сире курманни...
Мӑн Шетмӗ енне час-часах килейместӗр.
Хут купӑс сасси...Мӑшӑру юрлани...
Эп халь те эсир кунтине ӗненместӗп...
Ах! Юрлӑр-ха! Юрлӑр! Юррийӗ хитре!
Тата тепӗр хут! Эп ыйтатӑп...Тархасшӑн...
Ман мӑшӑрӑм, курӑр, юрлать сирӗнпе —
Эсир кайиччен вӗренсех-и юласшӑн...
Ик туслӑ ҫемье ҫак сӗтел хушшинче!
Тавах сире килнӗшӗн, Римма, Валери.
Мӑн Шетмӗ, Карай та ан пулччӑр инҫе.
Кӑшт ҫывӑхлатма тав куркийӗ ҫӗклер-и!
Ан васкӑр каймашкӑн! Ларар-ха кӑштах!
Халь ВӐХӐТ ҫитмен-ха! Ҫитсессӗн — каятӑр...
Малинин Валера! Кала купӑсна!
Малинина Римма ҪӖН ЮРӐ пуҫлатӑр!