Ан хӑвалӑр никама та Ӗҫ тума вăйпа нихҫан. Аван мар вӗт хамӑра та Патакпа тӗксен хыҫран.
Тутарас килет пулсассӑн (Ĕҫӗ сирӗн ҫавнашкал). Ан пулсамӑрччӗ, тархасшӑн, Хӑвӑр... пирӗнтен кахал!
Уншӑн мар сире влаç панă! (Ăс-тӑна пӑхса, паллах!) Ёҫ тӑвас пулсассӑн ҫанӑ Сирӗн те тавӑрмаллах.
Хушупа ҫеҫ ан хӑратӑр. Вӑл та кирлӗ пуль-ха та... Ырӑпа ҫынна "вӑратӑр" Шеллемесёр вӑхӑта.
Кам пӗлмест — ӑна вĕрентӗр, Ҫирӗп ыйтӑр кашнинчен. Ҫын чунпа сире ӗнентĕр Патака... ӗнениччен.
Вĕрентме, чăнах та, йывăр: Тăкмалла мĕн чухлĕ тар! Ҫавӑнпа ӗртӳҫӗ пулӑр! Ҫук! Ҫук-ҫук! Кӗтӳҫӗ мар! Мала тухӑр та:"Эй! Атьӑр!
Кам чунпа манпа пӗрле!" Ун чух этт те вара хатӗр Сирӗнпе Тĕнче хĕрне!
|