Мана ан вăрçăр, тусăмсем, Эп сирĕнпе пулайманнишĕн, Эп сирĕн пек пулайманнишĕн, Сире хăш чух манса кайнишĕн Мана ан вăрçăр, тусăмсем!
Эп пулаймастăп сирĕн пек: Паян туслаш - ыран эрехçĕ, Паян юлташ - ыран элекçĕ... Ав, сирĕн юлташсем килеççĕ! Эп пулаймастăп вĕсем пек.
Мана ăнланăр, тусăмсем! Эп никам пек те пулаймастăп, Сире те хам пек тăваймастăп! Тăвас тесе те тăрăшмастăп! Мана ан вăрçăр, тусăмсем. 30.09.2001
|