1
Вӗҫленчӗ акӑ ман калавӑм.
Вӗҫлесшӗн марччӗ те халех.
Нумай... Нумай кӗтсе эп лартӑм
Ҫӗн ят... Кӗтнийӗ — ахалех:
Çук. Курăнмасть никам утни те
Пирӗн хыҫран... Пирĕн йӗрпе...
Тен... куҫ ман... кураймасть пуль витӗр?
Пулсассӑн — курмаллах ӗнтӗ...
Нивушлӗ ҫук паян Мӑн Шетмӗн
Ҫырас талантлӑ хăть... пӗр ҫын?
Нивушлӗ аякран кӗтетпӗр?
Эп хирӗҫ мар-ха... Килччӗрин...
Кунта та, ав... пӑхкаласассӑн —
Кӑшт пур... тапаҫланакансем.
Анчах... хӑйсем тӗллӗн утмашкӑн
Ытла та вӑйсӑр-ҫке вӗсем...
2
Паллах, пулӑшмалла. Пӗлетпӗр.
Май пур таран! Шăл ҫыртсах!
Ҫапла тӑвас тесех ӗҫлетпӗр.
Ҫитмест пуль ҫав... Сахалтарах...
(Ҫапла каларӑм-ха та... Уншӑн
Мана ӗнтĕ... патак лекет:
Кам яланах... "сахал" курасшӑн...
Ҫынна... "тиркес тесе" тиркет...
Ун пеккисен хуравӗ янтӑ:
(Пĕрре кăна ҫеҫ эп илтмен!)
Кĕтес пулать ҫеҫ, чун кӑварӗ
Амаланма тытăнасса. вара — каять.
Вара — чараймӑн:
Ҫĕн сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ кӗт!
Анчах... кашнинченех пулаймӗ —
"Ҫырма пӗлсессӗн" те — поэт.
Ӑна валли панийӗ кирлӗ:
Ҫӳлтен... Туррийӗ... Суйласа!
Эпир вара... чылайӑш "чирлӗ"!
(Ҫыратпӑр-ха та ҫырасса...)
..........................................
Ҫапах шанас килет-ха манӑн
Кам та пулин; ҫӗкленессе!
Çак тӗнчене — паян... ыран-и...