Кĕçнерникун, 07.11.2024, 06:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 376-380
Страницăсем: « 1 2 ... 74 75 76 77 78 ... 107 108 »

Ирхине тӳлеккĕн кӳлĕре
Ишет кайăк кăвакал пĕччен.
Кӳршĕпе ларатпăр хӳтлĕхре, —
Куç илместпĕр хамăр ун çинчен.

«Кӳршĕ ĕнтĕ ку хитрескерне
Перет», — терĕм хыпăнса ӳксе.
Вăркăнтартăм хăмăш хушшине
Самантра чул катăкĕ илсе.

Вăл хăрарĕ. Кӳлĕ леш енне
Кайса ларчĕ — çын курман çĕре.
Пытармасăр хăй тарăхнине
Мана вăрçрĕ кӳршĕ хӳтлĕхре.

Кун пек çын теменччĕ эп кӳрше, —
Шарламарăм — петĕм илтмĕше.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 341 | Author: Электронлă вулавăш | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 04.09.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

«Часрах!» — васкатаççĕ. Васкатăп
Хам та. Вăхăт çитнĕ кайма.
Чикан майри: «Юмăç пăхатăп», —
Тесе таçтан тухрĕ ума.

Вун тенкĕ сăмахсăр тыттартăм, —
Унтан утрăм вăрт çаврăнса.
«Старик, тăхта-ха! Ыр хĕрарăм
Тĕлне пул!» — вăл юлчĕ кулса.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 356 | Author: Электронлă вулавăш | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 04.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Нихăçан манăçмасть. Манăçма
Вырнаçман пуль вăл ман чĕрене.
Юр çине хĕвелпе шуралма
Пир саратчĕ анне çуркунне.

Вăрçă чарăннăччĕ. Хăшĕн,
Сар хуплуллă сĕтелччĕ пӳртре.
Пирĕн çăнăх катки пушăран
Йăванатчĕ ир-каç çенĕкре.

Йăвашлатнă час-час хырăма
Сурчăк е чĕрĕ шыв çăтнипех.
Выçăпа вилесрен хăрама
Чун ним чул та пĕлмен пур пĕрех.

Юр кайсассăн крахмал пуçтарма
Тухнине пĕлсен кӳршĕ ачи
Шăппăн ыйтрĕ манран: «Халь мĕн-ма
Пĕçермеççĕ крахмал икерчи?»

...Саккăр пирĕ манран шуралса
Выртса юлчĕ хĕвел питтинче.
Сĕлкĕш кăмăл алран çавăтса:
«Ан выç, — терĕ, — крахмал пур çинче».

Эй, крахмал! Çак уйра эп тата
Мĕскер тупăп сан пек тутлине?
Урари пур-çук кивĕ атта
Хывса юлчĕ ана каç енне.

Кунĕпе уйра шăмă таран
Шăннипе хуçланмасть чĕркуççи.
Килелле хуллен утрăм çарран, —
Хула усрĕ крахмал хутаççи.

Утас хыççăн утас. Таврана
Тĕттĕм анчĕ. Чун çук ӳкесрен.
Ăнсăртран ăшă кĕчĕ чуна
Юр çине анне сарнă пиртен.

Утмăл урлă та каçрăм çулпа, —
Хăварман асра кун пеккине.
Кӳтсе çитнĕ çара урапа
Ӳкрĕм эп саккăр пирĕ çине.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 323 | Author: Электронлă вулавăш | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 04.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Яла кӗтӳ иртерех кӗрсе саланчӗ. Элекҫей кӗтӳҫӗ, вӑрӑм пушшине пуҫтарса тытса, уй хапхине хӑнт хупса хӑварчӗ. Ун хыҫҫӑнах хапха патне ача-пӑча чупса пычӗ. Пысӑкраххи ун ҫине хӑпарса та тӑчӗ.
— Килни курӑнмасть-и? — ыйтрӗҫ аялта тӑраканнисем.
Паян пирӗн пата туй килмелле. Аппана илме. Вӑл Ҫеҫмере качча каять.
Кил умне ирех ҫулӑкпа шӑлса тасатрӗҫ. Кил хушшине шыльӑк карта турӗҫ. Тусана вырттарма шыв сапрӗҫ. Хӑрлатса выртакан Хураҫкан хӑй вырӑнне улӑштарма тиврӗ.
Пирӗн тĕле туй куракансем ярмарккӑри пек пуҫтарӑнчӗҫ. Хамӑр ялсем анчах мар, кӳршӗллӗ ялсенчен  те килнӗ.
— Килеҫҫӗ! Килеҫҫӗ! — пӗлтерчӗ тахӑшӗ.
Пурте кӑшӑл хускалчӗҫ.
Ҫуллахи кун тӑршшӗ вӑрӑм. Тӗттӗмлениччен туй кайма та хатӗрленчӗ. Ял каччисем чупкалама пуҫларӗҫ, пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса тӑрса темӗн пӑшӑлтатрӗҫ.
— Алӑка кайса ҫыхмалла! Чертвӗртсӗр хӗре парса ямастпӑр! — хыттӑнах каларӗ Маркку Михалӗ.
Кӗҫех аппана лартнӑ ҫӑмӑл машина кил умӗнчен тапранчӗ. Ӑна ҫавӑнтах ял каччисем сырса илчӗҫ. Кош­кин Витти хут купӑсне тӑсса ячӗ, теприсем карталанса ташлама тытӑнчӗҫ. Хӑйсем: "Четвӗрт! Четвӗрт!" —тесе кӑшкӑраҫҫӗ.
Ҫӑмӑл машина ҫапла уй хапхинелле куҫнӑҫемӗн куҫса пычӗ. Хыҫалти машина ещӗкӗнче ларса пыракан уҫӑ саслӑ туй арӑмӗсем янраттарса юрлаҫҫӗ.
Ҫеҫмер енчен тул ҫутлать, — Карай енчен каҫ пулать...
Уй хапхине ҫитес чух ап­пана лартнӑ машинӑна виҫ-тӑватӑ ҫамрӑк хыҫалтан ҫӗклерӗҫ. Ураписем ҫаврӑнаҫҫӗ — малалла каяймасть. Ыттисем, хут купӑс ҫеммипе ташласа ҫаплах: "Четвӗрт! Четвӗрт!" — теҫҫӗ.
Ҫӑмӑл машинӑран, умне тулли четвӗрт тытса, манӑн йысна тухрӗ. Уй хапхи кӑмӑллӑн уҫӑлса кайрӗ.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 364 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 21.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ялти фельдшерпа акушер пункчĕпе çыхăнтарнă вăл ĕçне. Кунта 40 çул ытла вăй хунă. Профессине Канашри фельдшерсем вĕрентсе хатĕрлекен курсра вĕренсе илнĕ. 
— Мана пурнăç Чукоткăна та илсе çитерчĕ. Мĕн пурĕ 5 çул пултăм. 1954 çулта вара салтак ячĕ тухрĕ. 1957 çулта тăван кĕтесе таврăнтăм. Тепĕр икĕ çултан авлантăм, — сăмаха сыпăнтарчĕ 79 çулхи Василий Гаврилович. — Чун савнине Еншик Чуллăран тупрăм.
Унăн чун савнийĕ Зоя Васильевна. Вăл фельдшерпа акушер пунктĕнче — санитаркăра, В. Гаврилов фельдшерта тăрăшнă.
— Хăвăр ĕмĕрте çынсен сывлăхне сыхлас çĕре чылай тÿпе хывнă ĕнтĕ? Ун чухне çулĕ те пулман Санькассине. Тен, транспорчĕ те тивĕçеймен… — ыйтуллăн пăхрăм ветерана. — Ачасем те çураттармалла пулнă тата…
— Тĕрĕсех. Телефонĕ те пулман. Ачасем çураттармалла тенĕрен манăн ĕçре те тĕл пулнă ун пек тĕслĕхсем. Алăка кĕле хуман… Пĕррехинче киле килчĕ арçын. Арăмĕн çăмăлланмалла. Килтех çăмăллантартăм вара. Кайран Красноармейскине леçмелле пулчĕ, — аса илчĕ В. Гаврилов. — Тепрехинче хам мунча кĕнĕ чухне те чĕнсе илчĕç.
Килте иккĕнех Гавриловсем. Клуб урамĕнче вырнаçнă вĕсен килĕ. Иккĕшĕ пĕр ывăл та виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Çичĕ мăнук Гавриловсен.
Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 364 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 6
Хăнасем 6
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz