Кĕçнерникун, 07.11.2024, 04:21
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 386-390
Страницăсем: « 1 2 ... 76 77 78 79 80 ... 107 108 »


— Ман Тихăн пĕр тумлам та сыпмасть, — терĕ.
— Мĕнле капла? — тĕлĕнтĕм эпĕ.
— Вăт çапла ! — сасăпах кулса илчĕ хайхискер.
Пĕр ялта пурăнмастпăр пулин те, эпĕ хăйне те, Тихăнне те лайăх пĕлетĕп. Унпа пĕр кантурта шут шăрçисене шутарнăччĕ.
— Эсĕ пăрахмарăн-и-ха ? — каллех сăмах тапратрĕ Тихăн арăмĕ.
— Пăрахасси мĕнĕ… — хуравларăм ăна.
— Ман Тихăн пăрахрĕ! — çирĕппĕн татса каларĕ вăл.
Тихăн арăмĕ ман çумах шуçса ларчĕ.
— Итле! — терĕ вăл, ман пĕçĕ çине аллине хурса. — Ирхине кăмака хутмалла пулчĕ. Тихăна вутă илсе кĕме хушрăм. Кĕрессе илсе кĕчĕ-ха. Алăк янаххи урлă каçнă каçман вутти качки урайне кĕрст персе анчĕ. Хăйĕнчен эрех шăрши перет! "Кай-кай-кай! Ăçта кайса кÿпме ĕлкĕртĕн?" тетĕп. Чĕнмест. Аптранипе картишне тухса пăхрăм. Вăл вут сарайне кĕрсе тухнисĕр пуçне урăх нимĕнле йĕр те курăнмасть. Ним калама та аптрарăм. Каç пулттипе Тихăна юриех: "Эп Марье кумасем патне кайса килетĕп. Эс ир хутма вутă илсе кĕрсе хур!" — терĕм. Хам вут сарайне кайса шаршан хыçне пытантăм. Эпир сарайне электричество кĕртнĕччĕ. "Пĕлетĕн-и ?" — аякран таках тутарчĕ Тихăн арăмĕ. Ман услап вут сарайне, чăнах та, пычĕ. Кĕнĕ пеккĕн лампа абажурне пăрса кăларчĕ. Унта çутă шĕвек ! Вăл ăна тути патне илсе пычĕ анчах — эпĕ виçĕ кĕтеслĕ мăн вут сыппине ун патнелле пĕтĕм вăйран персе ятăм. Вăл Тихăна çурăмран куп! пырса тиврĕ. Вăл палт йăванса кайрĕ. Куçне-пуçне чарса пăрахрĕ. Чĕлхине çур метр таранах кăларса хучĕ. Сехре хăппи!
Унтанпа виç-тăватă çул иртрĕ-ха. Тихăна ĕçме пăрахма ни гипноз, ни хаклă эмелсем кирлĕ пулмарĕç. Кун çинчен хаçата та çырас тетĕп-ха. Кама та пулсан пулăшĕ.
"Çырĕ те ку. Арăм тупса ан вулатăр анчах", — шухăшларăм эпĕ.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 321 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эй, аслă чĕлхемçĕм,
чун-чĕрери хĕлхемçĕм!
Çакă сенкер тĕнчери
кун çутине астăван малтанхи самантранах
сан сипетлĕ ăшшуна кăкăрăмра упратăп,
çав ăшăпа пурнатăп.
Йĕлме йывăç пĕкечи
ярăм-ярăм ярăнса сиктеретчĕ сăпкама,
çут тĕнче ăшпиллĕхне ачисемшĕн пухнă чун,
хĕвел кăмăллă аннем,
калаçатчĕ манпала.
Çăлкуçсем шăйкăртатни, çăлтăрсем йăлтăртатни,
чĕкеçсем чĕвĕлтетни, кĕпшĕлсем кĕвĕлтетни
пурччĕ унăн сассинче, унăн çепĕç юрринче.
Аттесен сăмахĕнчен сĕм вăрман каш кашлани,
ырашсем шăркаланни, çын ĕçпе патварланни,
тăшмана парăнманни сăрхăнатчс хăлхана.
Çÿтçанталăк куçăмне, хамăн пурнăç шуçăмне
эп кăларнă куç умне эс кÿрен пархатарпа,
аттепе анне чĕлхи, ытарми чăваш чĕлхи.
Сан таса пехилÿпе хам ёçĕме тăватăп,
сан таса пехилÿпе алла çăкăр тытатăп,
сан таса пехилÿпе çынпа сапăр пулатăп,
эс кÿрен тивлетпелен — вырăсра та вырăн пур,
эс кÿрен тивлетпелен — тутарта та туссем пур,
эс кÿрен тивлетпелен — çармăсра та ярмăç пур.
Эй, аслă чĕлхемĕр, пире усран ырсемĕр!
Сан ятна сăвапласа, ырлăхушăн тав туса пуçа таяс кăмăл пур, чунтан калас сăмах пур. Çав кăмăла палăртма çав мехеллĕ сехет пар, çав сăмаха калама çав мехеллĕ хевте пар.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 417 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Трак ен, Трак ен!
Эсĕ ман çуралнă ен.
Ешеретĕн эс куллен,
Юратап сана, Трак ен.
 
Яштака хурăнусем
Тата симĕс чăрăшсем,
Вĕçсĕр-хĕрсĕр уйусем –
Савăнтарччăрах вĕсем.
 
Шетмĕ шывĕ, вăрмансем…
Поэтсем те юрăçсем…
Çакă манăн тăван ен,
Юратап сана, Трак ен!
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 402 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Шетмĕ шывĕ хĕрринче
Трак ен сарăлса выртать.
Çÿлтен пăхсан ун çине
Хитре сад пек курăнать.
 
Ырă çынран вăл пуян –
Нумай ăста пурăнать.
Ташă-юрăпа ялан
Савăнтарса çеç тăрать.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 385 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Чăваш çĕршывĕнчи Трак ен –
Ман юратнă ен.
Эп çуралнă çакăнта,
Çитĕнеп кунта.
 
Ир-ирех тухса чупап
Салари шкула.
Трак ен, сана саламлап
Чаплă уявпа.
 
Ÿссен, пысăк çын пулсан
Тăрăшăп кунта.
Трак ен, сана юратса
Мухтăп кăмăлтан.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 396 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz