|
Крахмал
Нихăçан манăçмасть. Манăçма Вырнаçман пуль вăл ман чĕрене. Юр çине хĕвелпе шуралма Пир саратчĕ анне çуркунне.
Вăрçă чарăннăччĕ. Хăшĕн, Сар хуплуллă сĕтелччĕ пӳртре. Пирĕн çăнăх катки пушăран Йăванатчĕ ир-каç çенĕкре.
Йăвашлатнă час-час хырăма Сурчăк е чĕрĕ шыв çăтнипех. Выçăпа вилесрен хăрама Чун ним чул та пĕлмен пур пĕрех.
Юр кайсассăн крахмал пуçтарма Тухнине пĕлсен кӳршĕ ачи Шăппăн ыйтрĕ манран: «Халь мĕн-ма Пĕçермеççĕ крахмал икерчи?»
...Саккăр пирĕ манран шуралса Выртса юлчĕ хĕвел питтинче. Сĕлкĕш кăмăл алран çавăтса: «Ан выç, — терĕ, — крахмал пур çинче».
Эй, крахмал! Çак уйра эп тата Мĕскер тупăп сан пек тутлине? Урари пур-çук кивĕ атта Хывса юлчĕ ана каç енне.
Кунĕпе уйра шăмă таран Шăннипе хуçланмасть чĕркуççи. Килелле хуллен утрăм çарран, — Хула усрĕ крахмал хутаççи.
Утас хыççăн утас. Таврана Тĕттĕм анчĕ. Чун çук ӳкесрен. Ăнсăртран ăшă кĕчĕ чуна Юр çине анне сарнă пиртен.
Утмăл урлă та каçрăм çулпа, — Хăварман асра кун пеккине. Кӳтсе çитнĕ çара урапа Ӳкрĕм эп саккăр пирĕ çине.
| Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (04.09.2010)
| Автор: Электронлă вулавăш
| Миçе çын вуланă: 324
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 2 Хăнасем 2 Юзерсем 0 |
!--
|