|
Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 366-370 | Страницăсем: « 1 2 ... 72 73 74 75 76 ... 107 108 » |
Илем курсе Васнар уйне
Пӗр тӑрӑх ӳснӗ йывӑҫсем.
Ҫитсессӗн ешӗл ҫуркунне Кунта
юрлаҫсӗ шӑпчӑксем.
Параҫҫӗ хутлӗх тыр-пула Ҫӑка та тополь, вӗрене.
Кунта ҫырла пиҫет ҫулла, Кӑмпа пухаҫҫӗ кӗр
енне.
Вӑрман ларать каш
кашласа. Ăна лартсаччӗ васнарсем. Тӗрӗс-тӗкеллӗн
упранса Ҫуллен вӑй илнӗ хунавсем.
Сив
ҫил ҫинче те ҫумӑрта Хуралҫӑ туснӗ сахал мар. Ярса пусман пӗр выльӑх та, Ҫӗкпеннӗ йывӑҫсем патвар.
Ят панӑ халӑх вӑрмана, Ҫын ячӗ вӑл,
туятӑр-и? Ҫав ят чыслатъ хуралҫӑна — Вӑрман чӗр палӑк пултӑр-и?
|
Шӑнкӑр-шӑнкӑр Шетмӗ теҫҫӗ, Тек ҫыраҫҫӗ сӑвӑсем. Шӑнкӑрсассӑмра илтмеҫҫӗ Манӑн упкеве вӗсем.
Мӗншӗн-ха мана ҫын манчӗ? Ма эп ӗҫсӗр шӑнкӑрти? Кунашкал ят-сумсӑр марччӗ — Астӑватӑн пуль, ватти?
Мӗн чул ҫын шьвра чухеннӗ, Ярӑннӑ хур-кăвакал, Ҫыранпа хумсем пупленӗ, Хум яма юлмарӗ хал.
Ҫӑвӗн-хӗлӗн хӑнтӑртатнӑ Ман вӑйпа улт-ҫич арман. Тырӑ авӑртнӑ, ҫӑм тапнӑ— Эп ахаль шӑнкӑртатман.
Эп ҫӗкпенӗ нӳрӗ варкӑш, Сывлӑм шӑрҫисем акса. Авӑтнӑ каҫ-ирӗн карӑш, Пурҫӑн улӑха савса.
Шетмӗ — ГЭС тени пӗр хушӑ Ҫутатсаччӗ Васнара. (Тӑрӑшнӑ пӗр вырӑс уншӑн, Ял усрать ятне асра).
Халӑх! Ӳпкеве илтсемӗр, Пулӑшсамӑр: ҫӗкленем! Яманак ял-йышӗн евӗр Пулччӑр ҫирӗп пӗвесем.
Пулӑсем сиксе выляччӑр, Тулӑхланччӑр улӑхсем. Ырлӑхӑм ҫинчен ҫуралччӑр Ҫĕнӗ сӑвӑ-юрӑсем.
|
Эс лаштраран, симпыллӑран Сана лартатпӑр ӗмӗртен. Ҫӗр-аннене те эс упран Шыв-шурпала ишӗлесрен.
Санпа, йăмра, ҫырма-ҫатра Вӑрман пек лартӑр кашласа. Ҫӑл куҫ вӑй илтӗр сулхӑнра, Палкатӑр, юхтӑр юрласа.
|
Тӑван Васнар, cap хумлӑ хир, Ҫырми-ҫатри — пурте эсир Мана асамлӑ вӑйпалан Чӗнетӗр ытама ялан.
Сирӗнпеле ман ӑраскал, Кунта вӑй илнӗ ман ӑс-хал. Кунта хӗвел те ҫутӑрах, Тапать чӗрем те ҫӑмӑлpax.
Атте-анне пилленӗ ен, Юнра-чунра эс пӗчӗкрен. Кун-сул вӗҫне тухсассӑн та Выртасчӗ сан ытамунтах.
|
Пирӗн ял йӑмраллӑ, Килӗрен—садсем. Пурт-ҫуртсем те паллӑ, Калӑн—керменсем.
Фермера ӗҫлеҫҫӗ Ылтӑн алӑсем. Пархатар кӳреҫҫӗ Ҫӗр-шыва вӗсем.
Тинӗс евӗр хумлӑ Уй-хирте тыр-пул. Ял-йышсем ят-сумлӑ Халӗ ҫултан-ҫул.
Ӗмӗтсем сунатлӑ, Шав ӳсет вӑй-хал. Чаплӑран та чаплӑ Пулӗ пирӗн ял.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|