Шăматкун, 11.01.2025, 07:50
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 381-385
Страницăсем: « 1 2 ... 75 76 77 78 79 ... 107 108 »

— Ялта кил-хуçалăхсен шучĕ пур-ха. Шел пулин те хĕллехи вăхăтра 32—33 килĕн мăрйисенчен çеç тĕтĕм тухать. Ыттисем дача евĕр паллах. Çуркуннепе килеççĕ-ха пуçтарăнса, — тет ял шăпи пирки Владимир Яковлевич Клементьев. — Ватăлать ял. 
Санькассинчи йывăç çуртра пурăнаççĕ Клементьевсем. Пÿрчĕ ашшĕ пулнă чухне, утмăлмĕш çулта хута янăскер. Çĕннине те тума пуçланă. Йывăçран вăл. Çук, укçа-тенкĕ тивĕçейменнипе ĕç-пуç малалла каяймасть. Халь темиçе çул ĕнтĕ тăрă айне витнĕскер ларать.
— Колхоз та арканчĕ, çынсем ĕçсĕр юлчĕç. Çамрăксем яла юлмаççĕ вĕт. Мăшăр тата инвалид манăн. Иксĕмĕр шăкăлтатса пурăнатпăр. Пирĕн çур гектар çĕр. Ĕне усратпăр, — калаçăва хутшăнчĕ В. Клементьевăн мăшăрĕ Ирина Семеновна. — 1983 çулта пĕрлешрĕмĕр.
Хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ Клементьевсем. Калаçăва каллех кил хуçи хутшăнчĕ. Унăн аллинче "Савнă енĕм, тăван ялăм — Санькасси” курăнчĕ.
— Ăсан Уçăпне пĕлетĕр вĕт-ха эсир? Ялти клуба хирĕç ларать çыравçăн килĕ. Вăл парнеленĕччĕ ăна. Эпĕ библиотекăра тăрăшнă чух… — мана паллаштарчĕ кил хуçи. — Кĕнеке вулама юрататăп.
Клементьевсемпе сыв пуллашса урама тухрăм эпĕ. Тăруках сăмсана тĕтĕм шăрши хупларĕ. Мăрьерен кăвак тĕтĕм явăнса тухрĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ кăмака хутса янă-мĕн. Çăкăр пĕçерме хатĕрленетчĕ Ирина Семеновна.
Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 372 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Зоя Павловна Павлова Санькассинче хисеплĕ çын. Вăтам пÿ-силлĕ, тарават хĕрарăм. Комсомольски урамĕнче урама урлă вырнаçнă унăн кирпĕч çурчĕ. Утмăлмĕш çулсенче лартнă ăна. 
— Анне пурăннă чух çĕклерĕмĕр-ха çурта. Вăй çитерсе çавăртăмăр. Халь килте пĕр пĕчченех. Хăнăхнă ĕнтĕ. Ĕçлемелле çеç… Хусканура шăмшака та çăмăл, — çепĕççĕн сăмахлать кил хуçи хĕрарăмĕ. — Ав, çăл тасаттартăм анчахрах…
Çăл тенĕрен асăннă урамра тăватă çăлпа усă кураççĕ. Çав шутра пĕри — З. Павлован. Вăл урамра, кил-çуртпа юнашарах вырнаçнă. Анаталла, Григорий Семеновсен кил умĕнче те çăл пур.
— Хамăр умри çăла 14 çул каялла чавтартăм. Ултă ункă (кольцо) ямалла пулчĕ. Шывĕ типмест-ха. Халь анчахрах тасаттартăм. Пĕлтĕр çанталăкĕ типĕ килчĕ. Ял пĕвисем типрĕç. Пилĕк урамри çăлсенчен хăшĕ-пĕринче шыв çулĕсем çухалчĕç, — хăй шухăшне уçрĕ З. Павлова. — Çăлсăр пурнăç çук.
Ялта тасалăхпа тирпейлĕхшĕн те çунакан çын ку хĕрарăм.
Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 428 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Санькассине асфальтлă çул пырса кĕрекен урамра илемлĕ, эрешленĕ кил-çуртра пурăнаççĕ Надежда Никитичнапа Константин Афанасьевич Афанасьевсем. 43 çул пĕрле. Пĕри — медицина ĕçченĕ, тепри профессийĕпе вĕрентекен. 
Ялта хисеплĕ çынсем. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех халăх ырлăхĕшĕн ĕçленĕ. Пĕри-ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче, тепри Еншик Чуллăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вăй хунă. Физика предмечĕпе пĕлÿ панă.
— Шупашкарти И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтĕнчен (халь университет) вĕренсе тухсан мана Упири вăтам шкула ячĕç. 1964 çултан тытăнса тăван кĕтесри — Еншик Чуллăри вăтам шкулта. — Кунта наука тĕнчинче пулса мĕн чухлĕ ачана ăс паман пуль. Мĕн чухлĕ пултаруллă ачасен тавра курăмне аталантарман пуль, — тет вĕрентекен. — Хам воспитани панă ачасемпе халĕ те мухтанатăп.
Вăл сĕтел çине 1998 çулта Мускаври кĕнеке издательствинче çапăнса тухнă, Р. Позамантирпа Л. Бондарев çырнă "К космическим высотам — из глубины века” кĕнекине кăларса хучĕ. Кĕнекере космоса тĕпчессипе çыхăнтарнă материалсене пичетленĕ. Сăмах май, Королев академик хулинче Еншик Чуллăра çуралнă Гера Лаврентьев ĕçлесе пурăнать. Вăл — хула мэрĕн çумĕ, К. Афанасьевăн вĕренекенĕ пулнă. Нефалим Васильевич Константинов вĕренекенпе те хĕпĕртет наставник. Тавçăруллă та пултаруллă çамрăксем татах та пур Константин Афанасьевичăн. Вĕсем тĕрлĕ профессире палăраççĕ.
Санькассинче пĕрремĕш вĕрентекенсен йышĕнче вăл. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Хăйĕн 60 тата 70 çулĕсене паллă тунă ветерана Еншик Чуллăри шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, К. Афанасьевăн шкулти хăй тăрăшнă тапхăрти ĕçĕ-хĕлне сăнлакан виçĕ альбом парнеленĕ. Альбом материалсемпе тата сăн ÿкерчĕксемпе пуян.
Юбиляра республикăри И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн деканĕ В. Алексеев та саламланă, вăрăм кун-çул, кил ăшши суннă. Унпа пĕрлех район администрацийĕ ырă сунса панă хисеп хучĕ те тивĕçлĕ вырăнта. Физика предмечĕпе çыхăннă ытти брошюрăсемпе кĕнекесем темиçе те.
К. Афанасьев вĕрентекенĕн пархатарлă ĕçне республикăпа Раççей шайĕнче те пысăк хак панă. Вăл — Раççей вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.
Афанасьевсен Комсомольски урамĕнчи 5-мĕш номерлĕ çурчĕ ялта чи хăтлă та илемлисен йышĕнче.
— Çак алăсемпе çĕклерĕм ăна. Мăшăрпа пĕрле ĕçлерĕмĕр, ял-йыш та купалама пулăшрĕ, — тет вĕрентекен. — Виçĕ ача çуратса пăхса çитĕнтертĕмĕр.
Акă, Владимир район территорийĕнчи газ уçлакан "Заволжски” станцире ĕçлет. Алексей — çар çынни. Оля — бухгалтер. Мĕн пурĕ çичĕ мăнук Афанасьевсен.
Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 360 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.06.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

— Ялти чи ватă çынсемпе паллаштарăр-ха? — кăсăклантăм 51 киллĕ Санькассинче. — 110 çын пурăнать тетĕр-и? Ку ыйтăва эпĕ Клуб урамĕнчи çуртра ĕмĕрлекен 1919 çулхи майăн 18-мĕшĕнче çуралнă Клавдия Марковна Леонтьевана патăм.
Вăл пуканне стена çумнелле куçарчĕ те меллĕрех вырнаçрĕ. Мана куçран шăтарасла пăхрĕ.
— Эпĕ пулатăп вĕт чи ватти… Паллах, хĕрарăмсен йышĕнче, — терĕ. — Арçынсенчен ялта чи асли Василий Гаврилов пулать. 79 çул çинче пырать-ха. Пирĕн урамранах…
Çак ялтах çуралнă. Егор Максимович Максимова качча тухнă. Шел, мăшăрĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Çулталăка яхăн çеç пурăннă иккĕшĕ. Пĕр ывăл çуратнă Катюк кинемей.
— Якура салтака ăсатни халĕ те асрах-ха. Михайловка станцине леçнĕччĕ. Урăх кураймарăм упăшкана, — хаштах сывларĕ Катюк кинемей. — Тепре качча тухрăм тата…
Халь иккĕмĕш упăшкипе çуратнă ывăлĕ пăхать ватăна. Виталий ятлă. Авланман-ха. Сывлăх енчен аптрасах каймасть К. Леонтьева. Хăлха илтменни пăркăчлать. Сасă хăпартса калаçма тивет салтак арăмĕпе. Чуна уçса сăмахлать.
— Мана ялта хитре Катюк, теççĕ. Мĕн пăшăрхантарать-ха? Колхоз саланни тесшĕн эпĕ. Килте ĕне усрани çăмăллăх ĕнтĕ. " Тоня” ятлă хунă. Сурăхсем те тытатпăр, — тет кинемей. — Яла эрнере виçĕ хутчен тавар сутма килни те усăллă.
Катюк кинемейпе сывпуллашрăм. Вăл пукан çинчен çĕкленчĕ те: "Чипер çÿремелле пултăрччĕ сана”, — тесе алă тытрĕ.
Георгий Тусли пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 322 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сысна ами ирех аçашăнччĕ. Килсен, илсе кайăп терĕм те, алăка мăн сăлăп ярса, сысна амине витене хупрăм. Хам васкасах ĕçе кайрăм. Ай туру! Килнĕ çĕре вите чалăшшăн курăнса ларать. Нюшка çук! Ун-кун пăхкаларăм.
— Сысну вăрман çулĕпе лесник патнелле чупсах кайрĕ, — терĕ урам урлă пурăнакан Пăлаки акай.
Сысна ами йĕрĕпе лесник çурчĕ патне çитрĕм. Тăват-пилĕк сысна, самăрскерсем, мана хартлатса кĕтсе илчĕç. Лесникăн пуль, терĕм. Вĕсен çумĕнче ман Нюшка хышкаланса çÿрет. "Сан-и-ха вăл?” — асăрхарĕ мана урам алăкĕ умĕнче аттине хывса ларакан лесник.
— Ман-ха, — терĕм.
— Пĕчченех килтĕн-и? — ыйтрĕ вăл çилессĕн.
— Пĕчченех.
— Сан сысну çамрăк юмансене тăпăлтарса пĕтернĕ! Штраф тÿлемелле!
Вăрман хуçипе урăх калаçса тăнин усси çук пек туйăнчĕ мана. Вăл пĕчченех килтĕн-и тенĕрен киле туххăмра тавăрăнтăм. Арăма: "Лесник пĕчченех килтĕн-и тесе ыйтрĕ?” — пĕлтертĕм.
Арăм мĕн çинчен сăмах пынине тÿрех тавçăрса илчĕ. Пирĕн ялта кирек мĕн тутарма кайсассăн та: "Пĕчченех килтĕн-и?” — тесе ыйтаççĕ. Пĕччен кайрăн та...
Арăм мана тулли четвĕрт чикнĕ сумка тыттарчĕ. Эпĕ лесник патне вĕçтертĕм. Вăл пÿртре пĕчченех уçă кантăк умĕнче ларатчĕ.
Сĕтел çине тулли четвĕрте мăн кăмăллăн кăларса лартрăм. Лесник питĕнче хаваслăх палăрчĕ. Четвĕрте юнашар пĕр-икĕ хăяр касса хучĕ. Кĕленче стакансем пырса лартрĕ. Вĕсене арăм парса янă кучченеçпе тултартăм, "ну” тесе тулли стакана шалт çавăрса хутăм. Шыв! Арăм хаярри вырăнне шыв парса янă, иккен. Лесник, пĕр мăн çăвар ĕçсе пăхрĕ те, стакана каялла шарт! лартрĕ.
— Кам ачи эс? — кăшкăрса тăкрĕ мана, чышкисене чăмăртаса.
— Иван Платоновичăн. Мишша ятлă эпĕ, — тетĕп.
— Ма маларах каламарăн? — сасартăк ыталаса илчĕ лесник. — Ара аçупа иксĕмĕр эпир пуçаналлă вĕт.
Лесник хăпăл-хапăл сак айне чăмрĕ. Унтан тулли четвĕрт йăтса тухрĕ.
— Кил, Мишша! Лар, Мишша! Хамăнне шаклатса ĕçер! — кускаларĕ вăл.
Нюшкăпа иксĕмĕр тĕттĕмленсен тин киле çитрĕмĕр. Арăм пире урам алăкĕнче кĕтсе тăрать. Эпĕ ăна ыталаса илтĕм, кÿршĕсем илтмелле кăшкăрса юрласа ятăм: "Сĕм-сĕм вăрмань, Сурăм вăрмань...”
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 328 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz