Кĕçнерникун, 07.11.2024, 08:18
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 371-375
Страницăсем: « 1 2 ... 73 74 75 76 77 ... 107 108 »

Юман тесен ăна ялта пурте пĕлеççĕ. Чипер каччă вăл, ĕçчен, кăмăллă. Пĕррехинче улăхпа пынă чухне курăк çинче тиха выртнине курать çак каччă.
Тихи хăй чăпар тĕслĕ, çилхи вара кĕмĕл пек çутатса тăрать. Анчах та вăл аманнă, ура çине те тăрайман. Юман çакна тӳрех асăрхать, тихана йывăç тураттисем çине майлаштарса вырттарать те килнелле туртса каять.
Юманăн ашшĕпе амăшĕ тихана курсан тĕлĕнсех каяççĕ — ытла та йăлтăртатса тăрать-çке вăл. Çавăнтах ăна Кĕмĕл тесе ят параççĕ. Кĕмĕл вара питĕ вăйсăр пулнă. Юман ăна çитерет те утă çине йăтса хурать.
Тепĕр кунне Юман куçне уçнă-уçманах витене чупать. Кĕмĕл ăна ура çине тăрса кĕтсе илет: «Ырă кун пултăр, Юман!» — тет. Çамрăк каччă тиха калаçма пĕлнинчен питĕ тĕлĕнет.
Кĕмĕл майĕпен сывалса çитет, кунран кун ӳссе пырать. Çапла çулталăк иртсе каять. Юманпа Кĕмĕл ĕнтĕ халь — чи çывăх юлташсем.
Пĕр каçхине Юман вăранса каять те витере çутă асăрхать. Часрах тумтирне хăй çине уртса ярать те витенелле чупать. Вите алăкне уçса ярать те — ак тамаша, ун умĕнче чăпар тĕслĕ, ылтăн çилхеллĕ лаша тăра парать. Хăй çавăнтах васкаса калаçма пуçлать: «Мана Ылтăн тесе чĕнеççĕ. Эпĕ урхамах çĕр-шывĕнчен килтĕм. Эсĕ манран ан хăра. Урхамах çĕр-шывĕнче лашасем çынсене ырă çеç тăваççĕ, пулăшаççĕ, анчах та вĕсем куçа курăнмаççĕ. Лашасен ури çĕре перĕнсенех вара вĕсем çутатаççĕ.
Çулталăк каялла эпĕ сирĕн яла пĕр çынна пулăшма килнĕччĕ, Кĕмĕле те пĕрле илсе килнĕччĕ. Каялла кайнă чухне Кĕмĕл ӳксе юлнине эпĕ асăрхаман та. Эпĕ ăна таçта та шырарăм… Тинех тупрăм иккен, питĕ савăнтăм».
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 318 | Author: Мария Данилова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 04.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Таçти ялта, эпир курман-илтмен,  пĕлнĕ-пĕлмен хуçалăхра пурăннă тет пĕр лаша. Сухаланă, сÿреленĕ, тем те  турттарнă унпа хуçисем. Хуçалăхра пĕр ĕç те унсăр туман.   Пĕррехинче, ытти кĕсре пекех,  вăл хăмланă. Пăхаççĕ те хуçисем,  тĕлĕнеççĕ: тихан пĕр ури çук иккен. «Çук, ку тихана эпир усраймастпăр. Ырра мар ку, тем пуласса систерет», - теççĕ вĕсем.
   Кÿршĕ Микихвер çакна илтсенех вĕсем патне хыпăнса чупса пырать. «Парăр мана çак тихана. Эп пĕчченех пурăнатăп, мана тус-юлташ пулĕ вăл. Эп ăна пăхăп, ÿстерĕп. Кичем пулмĕ тек вара манна», - тет вăл.
     Чăнах та, Микихвер пĕчченех пурăннă. Унăн ача таврашĕ  пулман. Арăмĕ вунă çул каялла вилнĕ. Пĕр кушак çеç усранă вăл. Пенси укçипе сыпăнса пынă ун пурнăçĕ.
     Килĕшнĕ хайхисем Микихвере çак тихана сутма. Виçĕ кĕмĕл укçа пама тивнĕ ăна уншăн. Анчах та тихана çитермешкĕн нимех те çук-çке. Юлашки укçине кайса парать вăл çак тихашăн. Малтанлăха  тихана ялти çынсенчен сĕт илсе ĕçтеркелет. Тиха ÿссе пынă майăн пахчара çулса типĕтнĕ утта паркалама пуçлать. Кун-и, çĕр-и: пĕр уйрăлмасăр, куçран куçа пăхса пурăнать вăл унпа. Хăй çиес çакăрне те ăна парать. Хушăран кушакки çинчен те манса каять. Каçсерен çеç, кушакки вырăн çине хăпарса мăрлата-мăрлата ачашлансан,  ăна асăрхать, хăй çумне вырттарса çупăрлать.
     Пурăнсан-пурăнсан Микихвер шухăша кайрĕ. Ку виçĕ ураллă тихана пурăнма питĕ кансĕр пулать, тата ăна вăл хуçалăхра та пулăшаймĕ. Мĕн тумалла-ха?
     Хайхи старик хăйсен ялĕнчи чи ватă çын – юмăç патне канашлама кайрĕ. Ку тиха çинчен вăл илтмен мар иккен.  «Туятăп, ку тиха ахаль тиха мар. Асамлă тиха. Кун пекки 100 çулта пĕрре пулать. Тепле пулсан та, санăн çак тихапа çичĕ вăрман урлă каçмалла, çичĕ çăлкуçран сиплĕ шыв илмелле, çак çичĕ çăлкуçран илнĕ шыва хутăштарса ĕçме памалла. Лаши ĕçнĕ чухне çапла каламалла: «Çичĕ ту леш енчи вăйсем, хал парăр манăн лашана, çичĕ тинĕс леш енчи чунсем хевте парăр ман лашана, çичĕ вăрман леш енчи усалсем-тĕселсем ирĕке ярăр ман лашана. Эй, тĕнче ыррисем, тавăрăр ман лашан урине!»
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 467 | Author: Кристина Михайлова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 02.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Аслă вăрман çумĕнчи пĕр пысăках мар ялта ăста лашаçă пурăннă. Унăн чи юратнă лаши Çăлтăр ятлă пулнă. Пĕррехинче вăрă-хурахсем çак лаша хуçине вĕлерсе хăварнă. Çăлтăр хăйĕн хуçишĕн питĕ-питĕ тунсăхланă: ниçта вырăн тупайман, апат та çимен, улăха та тухман, кунĕпе лаша витинче канăçсăррăн тăпăртатса тăнă. Хĕвел анса каç пулсан çеç вăл урама тухса уткаласа çӳренĕ, ырă кăмăллă хуçине асаилнĕ, икĕ куçĕнчен куççулĕ юха-юха аннă.
Çăлтăра çутçанталăк нихăш енчен те кӳрентермен, вăл вăрăм ураллă, çутă та яп-яка хура ӳтлĕ, пуçĕ çинче шап-шурă тĕслĕ çăлтăр евĕр паллă пулнă. Çавна пулах ĕнтĕ ăна Çăлтăр ят панă.
Пĕр каçхине уçăлса кĕнĕ хыççăн тĕлĕрсе çеç каять Çăлтăр — темĕнле чуна пăлхатакан сасăсем илтет. Сиксе тăрать те витерен урамалла чупса тухать. Пăхать — ялалла тĕлĕнтермĕш салтаксем тапăнса килеççĕ. Çăлтăр нумай шутласа тăмасть — вăрманалла тапса сикет. Хура вăрманта вăл ассăн сывлакаласа, пăшăрханса-кулянса çĕр каçкалать. Ирхине асăрханса яла таврăнать. Тепĕр инкек! Салтаксем яла тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса янă. Çыннисем ăçта-ши? Лаша пуçне усса тĕлли-паллисĕр уткалама пуçлать. Сасартăк ун умне ăмăрт кайăк вĕçсе килсе ларать. «Эсĕ кам пулатăн?» — ыйтать Çăлтăр. «Мана ăслă ăмăрт кайăк теççĕ. Эсĕ мĕншĕн салху пулнине эпĕ пĕлетĕп. Эсĕ пурăнакан ял çыннисене тĕлĕнтермĕш салтаксем хăйсен патшалăхне илсе кайнă. Эсĕ вара пĕр-пĕччен тăрса юлнă. Халĕ санăн, хăвăн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хуçу пек ырă кăмăллăскерĕн, ял çыннисене тĕлĕнтермĕш салтаксенчен хăтарас килет, вĕсене каялла юратнă çĕр-шывне тавăрас килет», — тет пурне те курса-пĕлсе тăракан ăмăрт кайăк.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 332 | Author: Лидия Кузнецова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 02.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

     Пĕр пысăках мар ялта Суеçĕ Ваçли ятлă çын пурăннă. Унăн Улпут ятлă лаша пулнă. Ăна ахальтен çапла ят паман иккен. Суйма тесен ун пек суймашкăн таврара никам пултарайман. Курманнине вăл курнă тет, курнине – нихăçан та курман тет.
     Пĕррехинче ял халăхĕ хурал пÿртне пухăва пуçтарăннă. Ял старостипе кăлава пуху пуçлама сăмах тапратма çеç тытăннă – Улпут ятлă  лаши çине утланнă Суеçĕ Ваçли тăпăртатттарса çитнĕ. Суеçĕ Ваçли килет тенине илтсенех пуху кĕрлеме пуçланă. «Ак мĕн те пулин суять – пуху та арканса каять» , – тенĕ çынсем. Ваçли пухăва килмен те иккен, анаталла вĕçтерсе пырать. Тахăшĕ, те шÿтлесе ĕнтĕ: «Ваçли, мĕн те пулин суйса хăвар-ха пире!», – тесе сăмах чĕннĕ.
     – Каккуй суйма, хăвăр пухура ларатăр, лашусем Анаткас калчи çине кĕрсе кайнă, кĕр тырри анине таптаççĕ. Анаткассем сирĕн лашăрсене тытма тухнă тет – тесе каланă Ваçли.
     – Суятăн вĕт, Ваçли?.. – тет пухăва пухăннисенчен пĕри.
     – Ан ĕненĕр, ара. Анаткассем лашăрсене тытса кайсан мана айăплă ан тăвăр. Эп хам лашана Марка улăхĕнчен тытса килетĕп, – тенĕ те хыпăнсах хăйĕн Улпут лашине малалла хăваланă.
     Халăх пăлханса кайнă. Черетпе лаша кĕтĕвĕ пăхма Çтаппанпа Кĕçтенттинăн каймалла пулнă. Вĕсем хăйсем вырăнне ачисене янă. «Ачасем çывăрса кайнă пуль. Тен, вăййа пикеннĕ те лашасем çинчен мансах кайнă…», - тенĕ пĕрисем. «Кайса пăхар пуль, пĕлнĕ çинчех лашасене анаткассене тыттарса ярас мар. Кайран тÿлесе пĕтереймĕпĕр», - терĕç теприсем.
     Çапла, пухăва пухăннă халăх, камăн лаши кĕтÿре пулнă – пурте хире, лаша кĕтĕвне чупнă. Ялтан тухсан Анаткас уйĕ патне çитеççĕ те – лаша кĕтĕвĕ улăхра чиперех çÿрет, Анаткас калчи патне тепĕр çухрăма яхăн пур иккен.
     Тĕлĕннĕ çынсем аллисене шарт! çапрĕç. Пурте пĕр сăмаха печĕç: «Чăн-чăн суеçĕ эс, Ваçли!» - терĕç. «Ну, куншăн тавăратпăр ăна, - терĕç теприсем. – Ыран унăн Улпут лашине вăрласа таратпăр та таçта инçете кайса яратпăр».
     Анчах пурте пĕлеççĕ: Ваçли Улпучĕ ухмах лаша мар, вăл таçти çĕртен те киле килме çул тупатех. Ахальтен каламан чăвашсем килти выльăх килех килет тесе.
    Çуеçĕ Ваçли пек çынсем халь те пур. Суйма тесен – вăрман урлă сикеççĕ.
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 406 | Author: Стас Илларионов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.10.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Чатукасси ялĕнче,
Егоровсен килĕнче,
Айпи ятлă лаша пур –
Ĕненмесен пыр та кур!

Ялĕпе те вăл пĕрре.
Ĕнтĕ вăл халь пиллĕкре.
Ăна пĕрмай кÿлеççĕ –
Тĕрлĕ ĕçсем тăваççĕ.

Пăхан: утă турттарать,
Вăлах пахча сухалать,
Çĕр улми те пăрахать, –
Кăларма та пулăшать.

Чылай пулать, курманччĕ –
Пуçра тĕрлĕ шухăшчĕ:
Хăйне темскер пулман-ши?
Сутса укçа туман-ши?

Чатукасси ялĕнче,
Егоровсен килĕнче,
Лаша тиха хăмланă,
Ăна килтех хăварнă!
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 343 | Author: Диана Михайлова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz