Чатукасси
ялĕнче,
Егоровсен
килĕнче,
Айпи
ятлă лаша пур –
Ĕненмесен
пыр та кур!
Ялĕпе
те вăл пĕрре.
Ĕнтĕ
вăл халь пиллĕкре.
Ăна
пĕрмай кÿлеççĕ –
Тĕрлĕ
ĕçсем тăваççĕ.
Пăхан:
утă турттарать,
Вăлах
пахча сухалать,
Çĕр
улми те пăрахать, –
Кăларма
та пулăшать.
Чылай
пулать, курманччĕ –
Пуçра
тĕрлĕ шухăшчĕ:
Хăйне
темскер пулман-ши?
Сутса
укçа туман-ши?
Чатукасси
ялĕнче,
Егоровсен
килĕнче,
Лаша
тиха хăмланă,
Ăна
килтех хăварнă!
Диана Михайлова,
Красноармейски 2-мĕш шкулĕ, 6-а класс; вĕрентекенĕ - Михайлов Виталий Михайлович; шкул директорĕ – Гаврилова Снежана
Михайловна
|