Кĕçнерникун, 07.11.2024, 10:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ача-пăча пултарулăхĕ

Асамлă тиха. Юмах
   Таçти ялта, эпир курман-илтмен,  пĕлнĕ-пĕлмен хуçалăхра пурăннă тет пĕр лаша. Сухаланă, сÿреленĕ, тем те  турттарнă унпа хуçисем. Хуçалăхра пĕр ĕç те унсăр туман.   Пĕррехинче, ытти кĕсре пекех,  вăл хăмланă. Пăхаççĕ те хуçисем,  тĕлĕнеççĕ: тихан пĕр ури çук иккен. «Çук, ку тихана эпир усраймастпăр. Ырра мар ку, тем пуласса систерет», - теççĕ вĕсем.
   Кÿршĕ Микихвер çакна илтсенех вĕсем патне хыпăнса чупса пырать. «Парăр мана çак тихана. Эп пĕчченех пурăнатăп, мана тус-юлташ пулĕ вăл. Эп ăна пăхăп, ÿстерĕп. Кичем пулмĕ тек вара манна», - тет вăл.
     Чăнах та, Микихвер пĕчченех пурăннă. Унăн ача таврашĕ  пулман. Арăмĕ вунă çул каялла вилнĕ. Пĕр кушак çеç усранă вăл. Пенси укçипе сыпăнса пынă ун пурнăçĕ.
     Килĕшнĕ хайхисем Микихвере çак тихана сутма. Виçĕ кĕмĕл укçа пама тивнĕ ăна уншăн. Анчах та тихана çитермешкĕн нимех те çук-çке. Юлашки укçине кайса парать вăл çак тихашăн. Малтанлăха  тихана ялти çынсенчен сĕт илсе ĕçтеркелет. Тиха ÿссе пынă майăн пахчара çулса типĕтнĕ утта паркалама пуçлать. Кун-и, çĕр-и: пĕр уйрăлмасăр, куçран куçа пăхса пурăнать вăл унпа. Хăй çиес çакăрне те ăна парать. Хушăран кушакки çинчен те манса каять. Каçсерен çеç, кушакки вырăн çине хăпарса мăрлата-мăрлата ачашлансан,  ăна асăрхать, хăй çумне вырттарса çупăрлать.
     Пурăнсан-пурăнсан Микихвер шухăша кайрĕ. Ку виçĕ ураллă тихана пурăнма питĕ кансĕр пулать, тата ăна вăл хуçалăхра та пулăшаймĕ. Мĕн тумалла-ха?
     Хайхи старик хăйсен ялĕнчи чи ватă çын – юмăç патне канашлама кайрĕ. Ку тиха çинчен вăл илтмен мар иккен.  «Туятăп, ку тиха ахаль тиха мар. Асамлă тиха. Кун пекки 100 çулта пĕрре пулать. Тепле пулсан та, санăн çак тихапа çичĕ вăрман урлă каçмалла, çичĕ çăлкуçран сиплĕ шыв илмелле, çак çичĕ çăлкуçран илнĕ шыва хутăштарса ĕçме памалла. Лаши ĕçнĕ чухне çапла каламалла: «Çичĕ ту леш енчи вăйсем, хал парăр манăн лашана, çичĕ тинĕс леш енчи чунсем хевте парăр ман лашана, çичĕ вăрман леш енчи усалсем-тĕселсем ирĕке ярăр ман лашана. Эй, тĕнче ыррисем, тавăрăр ман лашан урине!»
     Çăмăл пулмарĕ Микихвере çула тухма. Çичĕ кун та çичĕ каç утрĕç вĕсем иккĕшĕ хăйсем ĕмĕтленнĕ çĕре.
     Акă вĕсем пĕрремĕш çăлкуç патне çитеççĕ. Унта вĕсене ăмăрлă лаша кĕтсе илет. Вăл калать:
     – Ман çăлкуçран шыв иличчен кала-ха: çĕр çинче манран пысăк кĕлеткеллĕ выльăх пур-и? Пур пулсан – пултăрах, çук пулсан – манран пулăшу ыйтма пултаран.
      – Пирĕн ялта санран пысăк кĕлеткеллĕ урхамах çуках. Пулăшсам пире сан пек маттур кĕлеткеллĕ пулмашкăн, вăй пар ман сусăр лашана чĕрĕлме,  – тет Микихвер.
     Ăмăрлă лаша хаваспах хăй хураллакан çăлкуçран сиплĕ шыв илме ирĕк парать.
     Акă вĕсем иккĕмĕш çăлкуç патне çитеççĕ. Унта вĕсене йÿрĕк лаша кĕтсе илет. Вăл калать:
     – Ман çăлкуçран шыв иличчен кала-ха: çĕр çинче манран хăвăрт чупакан урхамах пур-и? Пур пулсан – пултăрах, çук пулсан – манран пулăшу ыйтма пултаран».
      – Пирĕн ялта санран хытă юртакан урхамах çуках. Пулăшсам пире сан пек çилçунат лаша пек пулмашкăн, вăй пар ман сусăр лашана чĕрĕлме,  – тет Микихвер.
     Йÿрĕк лаша хаваспах хăй хураллакан çăлкуçран сиплĕ шыв илме ирĕк парать.
     Акă вĕсем виççĕмĕш çăлкуç патне çитеççĕ. Унта вĕсене кĕрĕ лаша кĕтсе илет. Вăл калать:
     – Ман çăлкуçран шыв иличчен кала-ха: çĕр çинче манран вăйлă ут-лаша пур-и? Пур пулсан – пултăрах, çук пулсан – манран пулăшу ыйтма пултаран.
      – Пирĕн ялта санран вăйлă ут-урхамах çуках. Пулăшсам пире сан пек вăйлă пулмашкăн, вăй пар ман сусăр лашана чĕрĕлме,  – тет Микихвер.
     Кĕрĕ лаша хаваспах хăй хураллакан çăлкуçран сиплĕ шыв илме ирĕк парать.
     Акă вĕсем тăваттăмĕш çăлкуç патне çитеççĕ. Унта вĕсене селĕм лаша кĕтсе илет. Вăл калать:
     – Ман çăлкуçран шыв иличчен кала-ха: çĕр çинче манран пурне те пулăшма хатĕр ырă лаша пур-и?  Пур пулсан – пултăрах, çук пулсан – манран пулăшу ыйтма пултаран.
      – Пирĕн ялта санран ырă лаша çуках. Пулăшсам пире сан пек пурне те пулăшма пултаракан янавар пулмашкăн, вăй пар ман сусăр лашана чĕрĕлме,  – тет Микихвер.
     Селĕм лаша хаваспах хăй хураллакан çăлкуçран сиплĕ шыв илме ирĕк парать.
     Акă вĕсем пиллĕкмĕш çăлкуç патне çитеççĕ. Унта вĕсене çивĕч лаша кĕтсе илет. Вăл калать:
     – Ман çăлкуçран шыв иличчен кала-ха: çĕр çинче манран çивĕч лаша пур-и? Пур пулсан – пултăрах, çук пулсан – манран пулăшу ыйтма пултаран.
      – Пирĕн ялта санран çивĕч лаша çуках. Пулăшсам пире сан пек çивĕч те пур ĕçе вăхăтра тума пултаракан ут пулмашкăн, вăй пар ман сусăр лашана чĕрĕлме,  – тет Микихвер.
     Çивĕч лаша хаваспах хăй хураллакан çăлкуçран сиплĕ шыв илме ирĕк парать.
     Акă вĕсем улттăмĕш çăлкуç патне çитеççĕ. Унта вĕсене теветкел лаша кĕтсе илет. Вăл калать:
     – Ман çăлкуçран шыв иличчен кала-ха: çĕр çинче манран çаврăнăçуллă лаша пур-и? Пур пулсан – пултăрах, çук пулсан – манран пулăшу ыйтма пултаран.
      – Пирĕн ялта санран çаврăнăçулли çуках. Пулăшсам пире сан пек çаврăнăçуллă ут пулмашкăн, вăй пар ман сусăр лашана чĕрĕлме,  – тет Микихвер.
     Теветкел лаша хаваспах хăй хураллакан çăлкуçран сиплĕ шыв илме ирĕк парать.
     Акă вĕсем çиччĕмĕш çăлкуç патне çитеççĕ. Унта вĕсене тĕреклĕ лаша кĕтсе илет. Вăл калать:
     – Ман çăлкуçран шыв иличчен кала-ха: çĕр çинче манран тĕреклĕ лаша пур-и? Пур пулсан – пултăрах, çук пулсан – манран пулăшу ыйтма пултаран.
      – Пирĕн ялта санран тĕрекли çуках. Пулăшсам пире сан пек тĕреклĕ, хуçалăх вăйне тĕрек парса тăракан ут пулмашкăн, вăй пар ман сусăр лашана чĕрĕлме,  – тет Микихвер.
     Тĕреклĕ лаша хаваспах хăй хураллакан çăлкуçран сиплĕ шыв илме ирĕк парать.
     Старик илсе килнĕ шыва çичĕ кун та çичĕ каç чÿклерĕ. Вара тин çичĕ çăлкуçран илнĕ сиплĕ шывпа сусăр тихана шăварчĕ.
     Тиха шыв ĕçнĕ хыççăн нимĕнле улшăну та пулмарĕ. Çичĕ кун та çичĕ каç иртсен, пĕр ирхине Микихвер куçне уçать те витене чупать. Пăхать: тиха выртнă вырăнта чип-чипер ача çывăрать.
     Çапла майпа старикĕн ывăл ача тупăнать. Ывăлне вăл Юман ятлă хурать. Çак ачана вăл ура çине тăратать, авлантарать, вĕрентсе кăларса çын тăвать. Мĕн ватăлса виличчен унпа савăнса пурăнать.
 
Кристина Михайлова,  9-мĕш "б" класс, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ; вĕрентекенĕ – Михайлов Виталий Михайлович.
Категори: Ача-пăча пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (02.11.2010) | Автор: Кристина Михайлова
Миçе çын вуланă: 468 | Теги: Асамлă тиха | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz