"Колхозная" урам… Манăн урам вăл. Çакăнта эпĕ çуралнă кил урам урлă çырманалла пăхса ларать… Виçĕ чÿрече çине пăхатăп та куç умне аттепе апай тухаççĕ. Ачашшăн, ăшă туйăмпа йышăнаççĕ вĕсем хăйсен пĕртен-пĕр ывăлне. Халь хамăр хушăра çук пулин те хаклă çыннăмăрсем асрах. — Эпир ĕмĕр-ĕмĕр пурăнаймăпăр сирĕнпе. Хăналăхра кăна… Эпир çĕре кĕрсен ан пăрахăр-ха кил-çуртăма, — тесе апай калани паян та манăçмасть маншăн. — Тăван киле ан сÿнтерĕр. Сÿнтерес мар-ха тăван киле. Унăн ытамĕнче манăн ачалăх тата çамрăклăх… "Колхозная" урампа анаталла анатăп. Сылтăмра, çул кукринче 21-мĕш çурт вырнаçнă. Натали кинемейĕн ку йывăç çурт. Сакăр вуннă урлă каçнă-ха Наталия Егоровна. Унпа хире-хирĕç, çырма леш енчи пÿртре сакăр вуннă тултарнă Зоя Пахомова пурăнать. Иккĕшĕн те мăшăрĕсем вилнĕ ватăсен. Йышлă ача-пăча çуратса пăхса çитĕнтернĕ иккĕшшĕ те. Мухтаççĕ вĕсене. Çапла пулмалла та. Çул малалла тăсăлнăçемĕн çын кĕмен-тухман пÿрт-çуртсем кăмăла хуçаççĕ. Уйрăмах анчахрах, пуçласа юр çунă хыççăн, палăраççĕ çаксем. Чылайăшĕн кил хуçисем çĕре кĕнипе тата вĕсен ачи-пăчи, тус-тăванĕ кунта йăх-несĕл никĕсне малашне аталантарайманнипе çыхăннă ку. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен… Акă, эпĕ çуралнă кил-çуртри урамра та çын кĕмен-тухман пÿртсем вуннă ытла. Хăшне-пĕрне сутма та хатĕрленнĕ. Шел, туянакан тупăнмасть-ха хальлĕхе. Пÿрт-çурт çын сассипе пуян, ача сассипе илемлĕ. Çапла пуласса, ял çĕнелсе вăй илессе шанатăп эпĕ.
|