Энтри утмăл урлă каçнă, пĕчĕкрех çан-çурăмлă старик. Мунчара реххетленме юратать. Шăмат кун йăлана кĕнĕ сăлтавпа каллех кăмака йăсăрлантарса ячĕ. Хурăн вуттипе усă курчĕ мунча хутма. — Техĕмлĕ. Мунча та хĕрÿллĕ. Эх, çапăнам-ха пĕреххут, — вĕри чул çине чаш! çеç тутарчĕ алтăрти шыва арçын. — Вăт мунча! Мăшăрне кĕтмерĕ Энтри мунчана пырасса. Хăвăрт тăхăнса тумланчĕ. Картишĕнче йăлтах урăхла сăн-сăпат халь. Тÿпе маччинчен юр пĕрчисем ăмăртмаллах çĕр çинелле ярăнса анаççĕ. Хĕл çитрĕ иккен… Çĕнĕ, кăп-кăпăш юра пăхса ытараймарĕ ватă. Ывăçла-ывăçла илчĕ ăна. Мăшăрĕ çак сĕмлĕхре тухса çÿремест-ха унăн. Ывăлĕн ура йĕррисем-ха кусем. Тепĕр йĕррисем, пăта вĕçĕ пекех шĕвĕррисем, камăн-ши? — Микуль авланатăп тесе сăмах пуçарнăччĕ ĕнер. Çапла, çапла… Урам урлă çуртра пурăнакан Мариçе куç хывнă-ха Микуль, — тута хĕррисене хускатрĕ Энтри. — Шăмат куна хуларан яла çитнĕ пулĕ-ха хĕр упраç. Пÿрте кĕчĕ арçын. Хăй шутланă пекех пулчĕ, чăнах та… Сĕтел хушшинче Мариçпе Микуль лараççĕ. Иккĕшĕн те сăнра савăнăç шевли вылять. Иккĕшĕ те кăмăллă, çепĕç чĕлхепе сăмахлаççĕ. Энтри мăшăрĕ те, тулли кĕлеткеллĕ, çатăрти калаçакан Тарье, лара-тăра пĕлмест. — Старик, старик, хĕпĕрте-хĕпĕрте ĕнтĕ... Ывăл çĕнĕ кайăк çавăтса килчĕ. Çухалсах кайрăм вĕт. Мунчана та тухаймарăм-иç, — Энтрине чăпăрт! чуп турĕ Тарье. — Спаççипах, ачасем!
|