(Христофор
Степанович Долгова
юбилей ячĕпе сума суса)
Вăрçă
вучĕ витĕр тухрăн,
Вилĕме
хирĕç тăрса.
Çĕр
питне юнпа шăвартăн
Чăтрăн
йывăр суранна.
Тăхлан
çумăра пăхмасăр
Вăй
хуран лазаретра.
Яланах
пач куç хупмасăр
Сиплен
йывăр сурана.
Вилĕмрен
çăлса хăвартăн
Сахал
мар салтаксене!
Халĕ
те асран ямастăн
Çав
хăруш самантсене.
Хура-шур
самай эс куртăн –
Йывăр
пулчĕ самана!
Халĕ
мăшăрпа пурнатăн,
Савăнатăп
эп санпа!
Тăван
халăхăм манмарĕ,
Хăйĕн
паттăр салтакне.
Тватă
орденпа чысларĕ,
Илем
кĕртрĕ кăкăрне!
Мухтанап
санпа, хăтаçăм,
Сывлăха
ăста упран!
Тăхăр
вунă çул тултартăн,
Хавшак
мар эс сывлăхран.
Атте
турă пехиллерĕ,
Тватă
ывăла сире.
Савнă
мăшăрпа телейлĕ!
Хĕм
сапать ялан чĕре!
Пур
сăлтавĕ савăнмашкăн,
Ăслă-тăнлă
ывăлсем.
Ватлăхра
чуна уçмашкăн,
Сахал
мар вĕт мăнуксем!
Сĕрме
купăсне юратрăн,
Эс
ăна яман алран.
Ачусем
выляç хастаррăн,
Савăнар
пĕрле паян!
Ваттисем
çапла калаççĕ:
-
Пурăнать ыр çын 100 çул!
Тăвансем
сана сунаççĕ:
- Çирĕп
сывлăхлă эс пул.
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫПĂКĔСЕМ |