«Çеçпĕл»
ача пахчин юбилейĕ ячĕпе
Юр
кайса пĕтсессĕн çурăлаççĕ,
Пирвайхи
ем-ешĕл çеçпĕлсем.
«Çеçпĕл»
садĕнче çунат сараççĕ,
Тур
пилленĕ «çеçпĕл çеçкисем».
Пархатарлă,
сумлă ĕç тăватăр,
Куллен
эсир, хаклă тусăмсем!
Çамрăк
ăрăва вăй-хал паратăр,
Вăрăм
пулччăр пурнăç çулĕсем!
Çăмăл
мар сире, паллах, туятпăр,
Çакă
арăш-пирĕш пурнăçра.
Шанчăка
пĕрех, ав, çухатмастăр,
Ăнăçу
сунатпăр пурсăра!
Юбилей
паян сан, «Çеçпĕл» сачĕ,
Вунă
пиллĕк эсĕ тултаран.
Çеçкÿне
санне сĕткен хушасчĕ,
Çирĕп
пул эс ĕмĕр тымартан!
2002 çул, çу уйăхĕн 16-мĕшĕ.
Çăлкуç: http://КУН-ÇУЛ СЫППИСЕМ |