Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 276-280 Страницăсем: « 1 2 ... 54 55 56 57 58 ... 107 108 »
Усă кÿме пултарăп-ши, савниçĕм, Сана вышкайсăр йывăр вăхăтра? Чунне хуплать шартса хаяррăн çиçĕм, Сирейĕп-ши сăпайлăн çутатса? Çав çутăра тупать чун лăпкă канăç, Арпашнă пурнăç йĕркене кĕрет. Хăвачĕпе çиçет телейлĕ тăнăç, Шанчăк шевлийĕ уççăн илĕртет. Йывăрлăхсемшĕн тав тăвасчĕ, тусăм, Асаплăхра чĕре çирĕпленет. Тен, ахаль мар пуль пăтăрмахлă пулăм Пире çывăхлатасшăн йĕпленет. Эп паттăр ĕçсемпе, тен, тĕлĕнтермĕп, Татса параймăп çÿлти çăлтăра. Чун ăшшипе, савни, хута кĕретĕп, Ку саншăн пултăр чи пысăк тупра.
Юратнă енĕм — Чăваш Ен! Çулсеренех тĕрекленен. Яту çĕкленнĕ тÿпене, Салам салатрăн тĕнчене. Мĕн чухлĕ пархатар санра Тапса тăрать çăл куç пекех!.. Сан çыннусем тĕнче тавра Çÿреç чăвашлăх чунĕпех. Капмар та хăтлă керменсем Савăнтараççĕ чăннипех. Çепĕç юрри еткерĕпе Пуянлатать чун-чĕрене. Мухтавлă енĕм — Чăваш Ен! Хĕвел шевли пек хÿхĕмлен. Пĕрлешчĕр туслă халăхсем Хĕрÿ ытамăнта вĕсем.
Чăваш халăх паттăрне — Искей Пайтулне асăнса Карай тăрăхĕнче ирттернĕ уява халалласа Чăваш — йăваш, теççĕ ялан... Пур чух та вăл йăваш пулман: Ыттисенчен тăрса юлман — Чăваш ятне нихçан яман! Пайтул чăваш пулнă авал... Ун пек патвар çынсем сахал! Вăл чăн та паттăр пулнине, Пуçне телейшĕн хунине Паян ун ялĕ асăнать — Пайтул самантлăх "таврăнать!” Паттăр пулнах пуль çав Пайтул... Чăваш, татах та паттăр пул! Тăхăмсене эс аса ил: Карай вăл — пирĕн тăван кил!
Тавах сана, Раççей салтакĕ, Упранăшăн лăпкăлăхра Салтакăмăр, çĕр-шыв аннемĕр Чыслать сана чунтан савса. Эс ĕмĕр-ĕмĕр паттăр пулнă, Паян та çирĕп те патвар. Ялан эс халăхна сумланă, Тен, çавăнпах та пуль хастар. Мухтав сана, Раççей салтакĕ — Çĕр-шывăма хÿтĕлекен. Эс ун тĕрекĕ, чысĕ, чапĕ. Хаярлăха çĕнтерекен. Тавах сана, Раççей салтакĕ. Уяв кунне чун-чĕререн Сунас килет телей кун-çулĕ Вăй-хал та сывлăх, çут тивлет.
Ăçта васкан эсĕ, автан, Ирех тăрса авăтан. Кашта çинчи чăхсене Йыхăран эс хăв патне. Чăххисем те васкаса Вĕçсе анаç ун патне. Вăл чăнах та чăлах мар, Хăв ĕçне тăван вăр-вар. Чăхсем чунтан савăнса, Çунаттисене сарса, Тав тăваççĕ автана, Чуптараççĕ йăвана.
Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88
Статистика
<img src='http://top.chuvash.org/cgi-bin/i.cgi?a=ins&id=27' width='1' height='1' border='0'>
<a href='http://top.chuvash.org/27' target='_top'><img src='http://img.chuvash.org/0/27.gif' width='88'
height='31' border='0' alt='Top.Chuvash.Org'></a>
<a target="_top" href="http://top.mail.ru/jump?from=1779261">
<img src="http://d6.c2.bb.a1.top.mail.ru/counter?js=na;id=1779261;t=137"
height="40" width="88" border="0" alt="Рейтинг@Mail.ru"></a>
Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0
!--