Вырсарникун, 26.01.2025, 15:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 266-270
Страницăсем: « 1 2 ... 52 53 54 55 56 ... 107 108 »

Виç вăй-мĕн тупăшнă яланлăх.
Пĕрремĕш парăнать пуянлăх.
Унтан илем калле чакать.
Пурне те çĕнтерет... сăпайлăх.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 362 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Вăхăт теп, тархасшăн, ан васка,
Пурнăç илемне курса юлар кăшт.
Çук, васкать. Ак уçăлчĕ лавкка,
Çĕнĕ супермаркет, гипермаркет...

Пурте сутуçсем пулса тăрсан
Пурлăх тăваканĕ кам пулать-ши?
Тĕрлĕ халăх килнĕ Кавказран,
Шарт çапать ик аллине чăвашĕ.

Тĕлĕнсе Çĕрпÿ пасарĕнчен
Шелепи мучи çырсаччĕ сăвă,
Ĕлĕк аслă пулнă çут тĕнче
Паянхи суту-илÿшĕн тăвăр.

Мĕн шыратăн — çийĕнчех тупан,
Ку туллилĕх пирĕншĕн, тен, пушлăх?
Поэта та ав йĕрлет хыçран
Хăйне хăй сутса ярас хăрушлăх.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 338 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ан васка, пикеçĕм, ан васка,
Килелле утмашкăн ан васка.
Чĕрери калас сăмахăма
Эп ĕлкĕреймерĕм калама, –
Ан васка.

Ан васка, савниçĕм, ан васка,
Алăкна уçмашкăн ан васка.
Тепре çеç сăнна пăхса илем,
Кайăк пек çунатланса çÿрем, –
Ан васка.

Ан васкаччĕ, чунăм, ан васка,
Сывă пул темешкĕн ан васка.
Санпалах пуласшăн-çке чĕрем,
Саншăн çеç вăл тапĕ ĕмĕрех, –
Ан васка.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 350 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хăй килне пырса пăхрĕ тет амăшĕн чунĕ.
Мăрьере тĕтĕм çук, кантăкра çутă çук.
Хулана ларса кайрĕ тет амăшĕн чунĕ
Каçхине, пуйăсра вырăнсем пушă чух.

Ачисем патне çитрĕ тет амăшĕн чунĕ,
Итлесе тăчĕ тет пĕр кана алăкран.
Куççульпех йĕрсе ячĕ тет амăшĕн чунĕ
Хваттерте ун чĕлхи, ун сăмахĕ çукран.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 372 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Учителĕн чĕри пит аслă теççĕ,
Кашни вĕренекен валли унта
Пур юрату, пур ăшă туйăм теççĕ, –
Атте-анне пекех вăл туйăнать.

Учителĕн ăс-тăнĕ çивĕч теççĕ,
Пурин валли те пĕлĕвĕ çитет.
Ăçтан тухать ун чухлĕ ăсĕ теççĕ, –
Аталанса та хутшăнсах пырать.

Учителĕн чĕлхи пит çепĕç теççĕ,
Пурне те йăпатма хевти çитет.
Ун пек чĕлхе ăна кам панă теççĕ, –
Вăл чĕлхене анне çеç парнелет.

Вĕрентекенĕн чунĕ ырă теççĕ:
Вăл çывăх тус-юлташ вырăнĕнче.
Ăçтан тухать ыр кăмăлĕ ун теççĕ, –
Ăш пиллĕ чун-чĕреллĕ пулнинчен.

Учитель вăл пит чăтăмлă çын теççĕ:
Тем тĕрлĕ ачана та вĕрентет.
Ăстан тухать-ши ун вăй-халĕ теççĕ, –
Чунне парса ырми-канми ĕçлет.

Учителĕн таланчĕ пысăк теççĕ:
Ташлать, юрлать те, сăвă та çырать.
Çакна пурне те Турă панă теççĕ, –
Маттур вăл, тем тума та пултарать.
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 415 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz