Вырсарникун, 12.01.2025, 15:52
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 271-275
Страницăсем: « 1 2 ... 53 54 55 56 57 ... 107 108 »

Çичĕ теçетке тултартăн, 
Нарăс уйăх вĕçĕнче. 
Купăсна алран ямастăн, 
Пур тăвану хушшинче. 

Сан сассу илемлĕ, уçă, — 
Шăпчăкран та кая мар. 
Эп калам сана яр уççăн, 
Артистран та кая мар. 

Пурнăç кăшăлĕ сан çирĕп, 
Эс ăна ванма ан пар. 
Мăшăрпа пурнатăн ирĕк, 
Мăнуксем, ав, юнашар. 

Пурнăçăн илемлĕ тĕсĕ — 
Чун юратнă мăшăру. 
Вăрăм пултăр унăн вĕçĕ, — 
Тата хăвăн кун-çулу! 

Аллă çуллăх сывлăх пултăр — 
Каччăран та ирттерен, 
Çутă çăлтăр йăлтăр! култăр, 
Çупăрлатăр сăн-питрен! 

Тăван кĕтесе кам манĕ? 
Çунат сарнă вырăна. 
Шулхара сан тус-тăванĕ, 
Килчĕç пурте хăнана. 
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 305 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Персе çитрĕ хĕлле —
Илсе килчĕ сивве. 
Вичкĕн çил шăхăрать —
Урама йыхăрать. 

Акă тухнă эпир — 
(Хăратмасть пире чир!) 
Вăрçăлла выляма — 
Çĕр-шыва сыхлама. 

Вăрçă юлтăр вăййа — 
Ан хăраттăр çынна. 
Тус-тăванлăн пурнар — 
Çĕр çинче ыр курар! 
 
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 317 | Author: Константин Васильев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ним кĕтмен çĕртен пуçланнă 
Хаяр вăрçă пĕр çулла. 
Çав кунран тĕнче хумханнă —
Çăткăн Гитлера пула. 

Пирĕн ялсенчен те кайнă 
Вăй питти çынсем вăрçа. 
Ватă-вĕтĕ çеç юлайнă 
Çурма тăлăххăн тăрса. 

Çав тери хăрушă пулнă: 
Ишĕлнĕ çуртсем-йĕрсем... 
Тăшмана хăюллăн çулнă — 
Мĕн чул вилнĕ паттăрсем... 

Берлина çитме пултарнă 
Ман çĕр-шыв салтакĕсем. 
Ахаль мар-çке юн юхтарнă —
Килнĕ çĕнтерсе вĕсем! 
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 315 | Author: Сергей Васильев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Янкăр çутă ир: 
Ыйхăра эпир... 
Теме сисрĕ чун — 
Вĕриленчĕ юн. 

Савнăç пĕтрĕ — çук, 
Хуйхă çеç ку чух.
Вăрçă тухнă кун 
Ылхану çеç сун. 

Алхассăн та вут — 
Çĕр-шыва ан сут! 
Тăшмана аркат — 
Тĕнчене тасат!
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 297 | Author: Олеся Иванова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сывлăшра çырла шăрши, —
Пиçсе çитнĕ çĕр çырли!
"Çынсене халь кун йышши
Тавар, — терĕм, — чи кирли".

Çĕр çырли пăхма хитре.
Çук та пуль унран тутли!
Ăна татрăм ик витре, —
Пĕри — кайса сутмалли.

Ÿркенмерĕм те татма —
Ман сутма та пĕлмелле.
Хаваспах çырла сутма
Пычĕ шăллăм та пĕрле.

Малтанах черет тăрса
Илчĕç пирĕн тавара.
"Тутлă! Тутлă!" — мухтаса
Сывлăх сунчĕç хамăра.

Савăнма кунтан ытла
Мĕскер кирлĕ сутăçа?
Çĕклентерчĕ кăмăла
Кĕсьери çут вак укçа.

Тута купăсĕ тупса
Илтĕм эп магазинта.
Пĕчĕк çĕçĕ суйласа
Илчĕ шăллăм та унта.

Хăпарса çитсен сăрта
Умра курăнчĕ вăрман.
Шăллăм уçă сулхăнта
Шăхлич турĕ çăкаран.

Тута купăсĕ мана
Ас илтерчĕ хăй çинчен.
Шăхлич, купăс вăрмана
Янраттарчĕç темĕнччен.

Ют сас-чÿ чăрмантарса
Çÿремерĕ вăрманта.
Кайăк-кĕшĕк шăп ларса
Пăхрĕ пирĕн концерта.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 296 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz