Вырсарникун, 12.01.2025, 12:50
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 281-285
Страницăсем: « 1 2 ... 55 56 57 58 59 ... 107 108 »

Тимлĕн йĕрсене пытарчĕ 
Çĕрлехи тăман. 
Шурă пир витсе хăварчĕ 
Çывăрать вăрман. 

Çĕнĕ юр çинче пин тĕслĕн
Таш ташлать шевле. 
Юмах тĕнчине çитернĕн 
Чунăма çĕклет. 

Каçăхса кайса итлетĕп 
Хĕлĕн шăплăхне. 
Юр пĕрчи пулса вĕçетĕп 
Унăн ĕшнине. 

Эх, хитре те хĕл парнийĕ —
Вăл хăват хушать! 
Сăввăмăн та, кур, йĕркийĕ 
Çăмăл çырăнать. 
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 347 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Тавралăхĕ хитре: 
Куç умĕнче — шап-шур... 
Хаваслă сăн-питре — 
Илем теме май пур. 

Çанталăкĕ чипер: 
Кăштах çăвать-ха юр... 
Çитес çĕре — çитер! 
Тесе утма май пур. 

Ял халăхĕ ĕçчен: 
Ĕçре кашни маттур... 
Пуян пулас тесен — 
Кунта татах май пур. 

Патшалăхĕ лăпках: 
Мал ĕмĕтлĕ — ав, кур... 
Çав шухăш-кăмăлпах 
Чăн пурăнма май пур.
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 301 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Çырма, çырма, çырма... 
Пайтах çав Чăвашра.
Пит меллĕ ярăнма
Юр çийĕн тайлăкра.

Ялта шăпах, кичем.
Ăçта-ши ачасем?
Те çунашки çукран,
Çукрах ярăнакан.

Çырмасерен йăмра, 
Кашни кĕрнек, лаштра.
Тураттисем черчен,
Пас пĕрчисем мерчен.

Туратсерен йăва,
Канать юр йăвара.
Пуçне усать йăмра
Чун кÿтнĕ вăхăтра.

Куракĕсем те çук,
Ăсаннă кăнтăра!
Ярăнакан та çук,
Çил çеç халь çырмара.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 301 | Author: Леонид Антонов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Эй, чĕлхемĕр! 
Ылтăнпа виçейми таса тупра!
Çакă çутă тĕнчере хăйне чăваш теекен,
пултăранпа ыр пулан,
сăрапала сăйланан халăх пĕрлĕхне упра!
Çитмĕл те çичĕ тинĕс утравĕнче ылтăн вăрман,
ылтăн вăрманта ылтăн пÿрт,
ылтăн пÿртре ылтăн сакай,
ылтăн сакайĕнче ылтăн йăва,
ылтăн йăвара ылтăн çăмарта,
ылтăн çăмартаран тухнă хур чĕпписем
шăкăл та шăкăл шăкăлтатса пурăннă евĕр
ылтăн сăмахпа ынатланса,
кĕмĕл кĕвĕпе кĕрнекленсе пурăнччăр,
чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхемĕр,
сана тăван шутлакансем,
сана сума сăвакансем,
сан илемлĕхÿпе сан хĕлхемлĕхне
чун-чĕринче упракансем,
ытарайми чăваш çыннисем.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 345 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 15.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Вылякансем:

Шывпи, Марине, Шапа, Тĕкĕр, Марине амăшĕ

Пĕрремĕш курăну

Кӳлĕ хĕрри. Йĕри-тавра илемлĕ йывăçсем ӳсеççĕ. Вĕсем çинче хĕп-хĕрлĕ çырласем çакăнса тăраççĕ. Марине тухать.

Марине. Çырла пиçнĕ! Анчах та ăна çиме юрамасть. Çисессĕн — тĕлĕнтермĕш япаласем курса пĕтетĕн. (Марине чăтаймасăр пĕр çырлине татса илсе çиет). Ытла та тутлă-çке! (Тепĕр çырлине татма аллине тăсать çеç — кӳлĕрен Шывпи сиксе тухать).
Шывпи. Чиперкке! Эсĕ мĕншĕн хĕрлĕ çырласене татса çиетĕн? Вĕсем ахаль çырласем мар вĕт.
Марине. Чăтаймарăм çав, ытла сĕтеклĕ курăнса лараççĕ те. Халь манпа мĕн пулать-ши вара?
Шывпи. Мĕн пулмалли пулать. Атя манпа пĕрле. Шыв тĕпне анатпăр, сана хамăрăн çĕр-шывпа паллаштаратăп.
Марине. Санпа пĕрле пымасассăн?
Шывпи. Пымасассăн — пĕчĕк пулă пулса выртатăн та хĕвел çинче шывсăр типсе вилетĕн.
Марине. Манăн халех вилес килмест-ха. Эсĕ мĕнлерех пурăннине пырса куратăп эппин. Кайрăмăр! (Маринепе Шывпи кӳлле кĕрсе çухалаççĕ).
Ача-пăча пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 294 | Author: Надежда Козлова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.12.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz