Чăваш халăх паттăрне — Искей Пайтулне асăнса Карай тăрăхĕнче ирттернĕ уява халалласа
Чăваш — йăваш, теççĕ ялан... Пур чух та вăл йăваш пулман: Ыттисенчен тăрса юлман — Чăваш ятне нихçан яман!
Пайтул чăваш пулнă авал... Ун пек патвар çынсем сахал! Вăл чăн та паттăр пулнине, Пуçне телейшĕн хунине Паян ун ялĕ асăнать — Пайтул самантлăх "таврăнать!”
Паттăр пулнах пуль çав Пайтул... Чăваш, татах та паттăр пул! Тăхăмсене эс аса ил: Карай вăл — пирĕн тăван кил!