Пĕр чухăн çемье пурăннă. Хăш-пĕр чухне сĕтел çинче пĕр татăк çăкăр та пулман. Анчах та вĕсем пĕр-пĕрне питĕ юратнă: ашшĕпе амăшĕ тата икĕ ывăлĕ. Пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман: пĕр-пĕрне хисепленĕ, пулăшнă, пĕр-пĕриншĕн тунсăхланă. Килĕштерсе пурăннипе, пер-пĕрне ăнланнипе вĕсем чухăнлăха çĕнтерсе пынă. Пĕчĕк пӳрчĕ вĕсен таса, тирпейлĕ, хăтлă пулнă. Пĕррехинче ашшĕпе амăшĕ ĕçе тухса кайсан пиччĕшĕпе шăллĕ пулă тытма кайма шутланă. Пулă вăл тутлă та усăллă апат. Килте нимĕн те çимелли çук чухне — пушшех те. Акă ачасем пĕве хĕррине çитрĕç. Кивĕ кимĕ çине ларса кĕсменсемпе авăса-авăса пĕве варрине кĕрсе ларчĕç. Кунта шăв-шав çук, пулă лайăх кĕрет. Ачасем вăлтисене шыва ывăтса ĕлкĕреймеççĕ — пулă хыççăн пулă çакланать. Каçхи апат пулчĕ те. Арçын ачасем савăнса çеç лараççĕ. Киле кайма хатĕрленеççĕ. Хавхаланса ларнипе ачасем сисмен те — тӳпене хура пĕлĕтсем сырса илнĕ. Чашлаттарса çумăр çума пуçларĕ, аслати авăтма, çиçĕм çиçме тытăнчĕ. Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче шыв çинче пушшех те хăрушă иккен. Ниçта тарса пытанма çук, çиçĕм çиçсе куçа шартарать, аслати авăтса чуна çӳçентерет. Ачасем часрах пĕве хĕрринелле ишме пуçларĕç. Çине-çине хум пырса çапнипе кимĕ малалла шумасть, пĕр вырăнта тăнă пек туйăнать. Акă пĕр вăйлă хум килсе çапрĕ те кимме ӳпĕнтерсе ячĕ. Ачасем шыв айĕнче çапкаланчĕç-çапкаланчĕç, ниепле те çиеле ишсе тухаймарĕç. Шыв вăйĕ вĕсене пĕве тĕпне туртса анса кайрĕ. Арçын ачасем малтан шывпа чыхăнчĕç пулсан — халь вара пулăсем пек шывра çăмăллăнах сывлама пуçларĕç. Вĕсем çине пулă сăнлă çынсем пĕрре тĕлĕнсе, тепре шеллесе пăхрĕç. Мĕншĕн тесен пĕве тĕпне лекнĕ çынсем урăх нихăçан та кунтан тухайман. Тухсассăн та çĕр çинче вĕсем нумай пурăнайман. Çакна пĕлсен ачасем чарăнайми макăрма пуçларĕç: «Пире çӳлте аттепе анне кĕтеççĕ, эпир ăçтине те пĕлмеççĕ вĕсем. Паян пулă яшки пĕçерсе çиесшĕнччĕ». «Ачамсем, ун пекех татăлса ан макăрăр-ха эсир. Эпĕ сире хам пата пурăнма илетĕп. Кунти пурнăçа эсир часах хăнăхатăр, тус-юлташсем тупатăр», — терĕ пĕр ватă пулă. Вара ачасене хăйĕн килне илсе кайрĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ майĕпен лăпланчĕç, макăрма та чарăнчĕç. Çĕр çинче ашшĕпе амăшĕ ачисене кĕтрĕç-кĕтрĕç, кĕтсе илеймерĕç, шырама тухрĕç. Пĕве хĕррине шыраса çитрĕç, пăхаççĕ — çаврăнса ӳкнĕ кимĕ шыв çинче чӳхенсе тăрать, ачасем ниçта та курăнмаççĕ. Амăшĕн чĕри яш! чиксе кайрĕ. «Ăçта пирĕн ачасем? Путса вилнĕ-и?» — хурлăхлăн кăшкăрса ячĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕ куççуль юхтарса килне таврăнчĕç. Ватă пулă ачасене хăй çурчĕпе паллаштарчĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕн кăмăлĕсем хуçăк пулсан та мучи пӳртĕнчи илемлĕ япаласене тӳрех асăрхарĕç. Пӳлĕм варринче ларакан çавра сĕтеле темиçе тĕслĕ чултан тунă, вăл йăлтăртатса çеç тăрать. Пукан хыçĕсем пулă çуначĕсем евĕрлĕ, ун çине ларсассăн хыçалтан çунатлă çын пек курăнатăн. Стена çинче тĕрлĕ тĕслĕ пулă пуçĕсем çакăнса тăраççĕ: кăвакки, хĕрли, хăмăрри, хури, сарри… Пысăк чӳрече кантăкĕсем тĕрлĕ тĕспе йăлтăртатаççĕ. Кантăкăн çӳлти пайĕ сарă тĕслĕ пулнă пирки хĕвел çути кĕнĕ пекех туйăнать. Пулă мучи тирпейлĕхе, тасалăха, илемлĕхе юратать иккен. Пӳртре кашни япалан хăйĕн вырăнĕ пур. Ватă пулă пĕчченех пурăнать. Унăн икĕ ывăл пулнă. Пĕррехинче уçăлма тухсан вĕсене çĕр çинчен шуса кĕнĕ çĕлен-калта çисе янă. Мучи куляннипе вăхăтсăрах ватăлса ларнă. Халĕ вăл çамрăк çынсенче хăйĕн ывăлĕсене курать, вĕсене пулăшма тăрăшать.
Ача чухне çырлана, кăмпана, мăйăра яланах ял çумĕнчи вăрмана мар, ялтан пилĕк çухрăмра вырнаçнă пысăк вăрмана çӳреттĕмĕр. Темшĕн пире çак вăрман питĕ килĕшетчĕ. Унта тем тĕрлĕ çырла та ӳсетчĕ: çĕр çырли, хурăн çырли, хăмла сырли, пĕрлĕхен… Хурăн кăмпи, кăрăç кăмпи те витри-витрипе пуçтараттăмăр унта. Мăйăрĕ тата… Татнă-татман курланкинчен хăех шĕкĕлтенетчĕ. Хутаç тĕпĕнче вара ывçи-ывçипе сар мăйăр выртатчĕ. Вăрмана çитме инçе пулнă пулсан та — вăл пире çывăх пек туйăнатчĕ. Çул çинче калаçса-кулса, шӳтлесе-юптарса пынипе çул та кĕскелетчĕ, ывăнни те сисĕнместчĕ.
Ялтан вăрманалла тӳп-тӳрĕ çул пурччĕ. Çулăн икĕ айккипе те тырпул çитĕнетчĕ. Пăрçа акни вара пирĕншĕн пысăк савăнăçчĕ. Çул çинче кăшт канса илмелле тесе симĕс пăрçа çăвар тулли çиеттĕмĕр.
Ялтан пĕр-ик çухрăмра, çулăн сылтăм енче, кӳлĕ çуталса выртатчĕ. Ăна Çăмарта кӳлли тетчĕç. Çăмарта кӳлли… Ытла та кăсăкла ят панă. Мĕншĕн ун пек каланине питĕ пĕлес килетчĕ.
Пиртен пĕр килĕ урлă, тăкăрлăк хĕрринче, Лисук хĕрĕпе Хветура кинемей пурăнатчĕ. Вăл тем те пĕлетчĕ. Ват çын — тăватă çын тесе ун çинчен каланă пекех туйăнатчĕ. Кинемей пирĕн пата час-часах пырса ларатчĕ.
Пĕррехинче çапла асаннепе иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса ларнă чухне Çăмарта кӳлли çинчен хăйса ыйтрăм-ыйтрăмах. Пĕлменнине пĕлес килет-çке манăн. Калаçма юратаканскер, хăй мĕн илтни-пĕлнине пĕр чарăнмасăр каласа кăтартрĕ Хветура кинемей.
Ĕлĕк-авал пирĕн ялта пĕр пуян çын пурăннă. Ăна Мăрсалим тесе чĕннĕ. Унăн кил-çурчĕ чаплă, хуçалăхĕ тĕреклĕ пулнă. Çемйи те унăн пысăк пулнă: виçĕ хĕр те икĕ ывăл. Пурте — ĕçчен çынсем, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлесе пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ хушса пынă вĕсем, ытти çынсенчен пуянрах пурăнма тытăннă. Пуян çыннăн ĕмĕт-шухăшĕ те пысăк: халиччен пухнă мула чакарса пымалла мар, хушсах тăмалла. Çак тĕллевпе Мăрсалим çăмартапа суту-илӳ тума пуçланă.
Пирĕн ял ĕлĕкех пысăк пулнă, питĕ илемлĕ вырăнта ларнă: çурçĕр енче — вăрман, кăнтăр енче — юхан шыв, хĕвел тухăçĕпе хĕвел анăçĕнче — кӳршĕ ялсем. Мăрсалим ял халăхĕнчен çăмарта пуçтарса лавĕ-лавĕпе хулана ăсатнă. Çăмарта леçме хăй çӳремен вăл, ывăлĕсене янă. Тарçă тытман пуян çын, ĕç алли хăй килĕнчех çителĕклĕ пулнă. Çăмарта чылай пайта кӳнĕ ăна.
Пĕррехинче çапла Мăрсалим лаша кӳлнĕ урапа çине кĕлетрен пилĕк ешчĕк çăмарта илсе тухса лартнă, çиелтен хура шăналăкпа витнĕ. Хатĕрлесе çитерсен Янтукан ятлă аслă ывăлĕ, хулана пĕрре мар çăмарта леçме кайнăскер, ним шиксĕр çула тухнă. Ашшĕ ăна ял хапхинченех ăсатса кăларса янă. Амăшĕ, Эрнеслу, пӳртри ĕçсемпе аппаланса ывăлĕ тухса кайнине те сисмен. Вăл ăна кашнинчех çул çине тесе çур çăкăр парса янă. «Инçе çула каякан çыннăн кил-çуртран нихăçан та çăкăрсăр тухса кайма юрамасть. Çăкăр вăл çыннăн чунне усракан чи таса та сăваплă апат. Çумра çăкăр пулсан инкек-синкек те сахал пулать, усал-тĕсел те çыпăçаймасть», — тенĕ вăл. Эрнеслу ваттисен йăли-йĕркине çирĕп тытса пынă, халăх вĕрентĕвне яланах асра тытнă.
Ывăлне çăкăр парса ярайманшăн амăшĕ хытă куляннă. Лав хыççăн хăвалама та çамрăк çын мар ĕнтĕ вăл. Урама чупса тухнăскер, пăшăрханса-кулянса каялла пӳрте кĕрсе кайнă.
Мăрсалим ывăлне ăсатса килнĕ те кил хушшинче ĕçпе тăрмашма тытăннă.
Эпĕ Чаканар ятлă ялта пурăнатăп. Тăван ялăм мана питĕ килĕшет. Улăх-çаран çинче черетпе кĕтӳ кĕтетĕп. Вăрмана кăмпана çӳретĕп. Çуллахи шăрăх кунсенче вара туссемпе кӳлĕре шыва кĕретĕп. Пахчара та ĕç нумай. Пĕррехинче çапла йăрансене çумларăм та кӳлĕ хĕррине кайса çăвăнса килем-ха терĕм. Шывĕ тăрă, ăшă. Малтан пит-куçа çуса илтĕм, вара урасемпе шыва кĕрсе тăтăм. Çапла тăратăп шывпа киленсе. Сасартăк темĕскер ман урасене ярса тытрĕ те шывалла сĕтĕрме пуçларĕ. Мĕнрен те пулсан çакланасчĕ тесе алăсене тăсрăм — нимĕн те лекмерĕ. Мана шыв тĕпнех сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕ. Тĕттĕм, сивĕ, сывлаймиех пулса лартăм. Кăшт вăхăт иртсен сывлама çăмăлланчĕ, ăшă пулса кайрĕ. Ман паталла пĕр пулă ишсе пычĕ. — Эсĕ кам? — Эпĕ çын. Кӳлĕ хĕррине çăвăнма килтĕм. — Ман хыççăн пыр. — Ăçта илсе каятăн мана? — Çитсен курăн. Пулă мана пĕр шăтăка ертсе кĕчĕ. Шалта шултра чулсем выртаççĕ. Чулсем тавра чечексем ӳсеççĕ, фонтансем пĕрĕхсе тăраççĕ, пулăсем ишсе çӳреççĕ. Чи пысăк чулĕ çинче икĕ пăт таякан пулă ларать. Аллинче — вăрăм туя. — Эсĕ кам пулатăн? — Эпĕ — Укçине. Кӳлĕ хĕрринче тăраттăмччĕ те мана сирĕн пулăсем шыва сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕç. Халĕ эп сирĕн умра тăратăп. — Эсĕ кӳлĕ хĕррине мĕн тума антăн? — Çăвăнма. — Куратăн-и, шыв епле тăрă кунта. Эсĕ вара таса шыва вараласа çӳретĕн. Пирĕн таса мар шывра пурăнас килмест. Хушăран пулă та тытатăн пуль-ха? — Эпĕ аттепе çеç икĕ хут тытрăм. — Вăт, вăт. Мĕншĕн пире пĕрмаях тытатăр? Пирĕн те кунта пурнăç пырать вĕт: сирĕн хăвăрăн пурнăç, пирĕн — хамăрăн. Кунта та пĕчĕк пулăсем çуралаççĕ, ишме, апат тупма вĕренеççĕ. Шел мар-и вĕсене тытма? Сире пула пирĕн йыш кашни кунах чакса пырать. Эпĕ нимĕн калама аптраса тăратăп. Тĕрĕсех калать вĕт-ха ватă пулă. Хирĕç калама сăмах та çук. — Сана кунти пурнăçа кăтартас пулать, унсăрăн эсĕ нимĕн те ăнланмастăн. Малашне пирĕн пурнăçпа пурăнма тытăнатăн. Ватă пулă ман ума тăрса тем пăшăлтатма пуçларĕ. Пысăк хӳрипе çапрĕ те, мана япăх пулса кайрĕ: малтан алăсем çухалчĕç, кайран — урасем. Эпĕ пулă пулса тăтăм. Шăтăкран ишсе тухрăм. Мана хирĕç пĕр çамрăк пулă килет. — Салам! — Сана та салам!
Астан хăйĕн шыври патшалăхĕнче савăнса çеç пурăннă. Унăн чи пысăк пуянлăхĕ — унăн çичĕ хĕрĕ. Чи асли — Стана ятлă. Хĕрĕсем вара пĕри тепринчен чипер пулнă. Шыв патши вĕсене питĕ юратнă. Кашни хĕрĕн уйрăм пӳлĕм, илемлĕ кĕпесем, хитре пушмаксем, йăлтăркка шăрçасем, хăлха çаккисем, сулă-çĕрĕсем… Астанăнни пек хитре хĕрсем патшалăхĕпе те никамăн та пулман. Ашшĕ хĕрĕсене куç пек сыхланă. Астанăн Рина ятлă аппăшĕ пулнă. Çак усал та хытă чунлă хĕрарăм шăллĕ пуян пурăннине курайман, унăн пурлăхне ăмсаннă. Астанăн хĕрĕсене вара чунтан юратман. Рина шăллĕн патшалăхĕнче хăй хуçа пуласшăн çуннă. Астан вара аппăшĕн вăрттăн шухăшне пĕлмен, ун çинчен шухăшлама та пултарайман. Пĕррехинче аппăшĕ Астан патне хăнана килнĕ. Шăллĕ ăна вăхăтлăха пурăнма тесе хăна пӳлĕмне вырнаçтарнă. Пĕр кунхине Астан чи çывăх юлташĕ патне хăнана кайнă. Патшалăхне астуса тăма, хĕрĕсене пăхкалама Ринăна шанса хăварнă. Шăллĕ кайсанах çак хапсăнчăк хĕрарăм пĕтĕм патшалăха пăхса çаврăннă, чее куçĕсене выляткаласа куланçи тунă. Куç умĕнчи пуянлăха еплерех çавăрса илес-ши тесе кунĕн-çĕрĕн пуçне çĕмĕрнĕ. Ырă кăмăллă шыв патши хăйĕн асамлă туйине трон çинчех хăварнă. Çак туяна алла тытмалли ятарлă сăмахсем пулнă. Ăна Астанпа хĕрĕсем çеç пĕлнĕ. Асамлă сăмахсем каласа туяна алла тытсан çеç трон çине ларма юранă. Кам трон çине ларать — вăл патша. Рина туяна парăнтармалли сăмахсене питĕ пĕлесшĕн çуннă, патша хĕрĕсенчен чееленсе те шахвăртса ыйтса пĕлесшĕн пулнă, анчах та Аслан хĕрĕсем, ашшĕ пекех, ăслă та шанчăклăскерсем, Ринăна пĕр сăмах та каламан. Вара, ним тăвайманнипе, сĕмсĕр хĕрарăм апат хатĕрленĕ вăхăтра чипер хĕрсен куркисене тĕрĕссине калаттаракан кăн-кăвак тĕслĕ шĕвек ярса парать. Анчах та Стана мăн аккăшĕн вăрттăн ĕçне сисет, йăмăкĕсене те систерет. Хĕрсем куркари шыва пĕри те ĕçмеççĕ. Рина çакăншăн ниçта кайса кĕрейми тарăхса каять. Ун пуçĕнче тепĕр тĕрлĕ шухăш тĕвĕленет. Каçхине, хĕрсем çывăрма выртсассăн, вĕсем çине лешсем сисмелле мар тухатланă шыв пĕрĕхет. Çав витĕмпе вĕсене пăрахăçа тухнă пĕр çурта илсе каять те хупса лартать. Ирхине хĕрсем вăранса каяççĕ те Ринăн киревсĕр ĕçне ăнланса илеççĕ, малалла мĕн тумалли çинчен шухăшлаççĕ. Станăн вăрăм çӳçĕ çинче пуç тури пулнă. Вăл çав турана илет те çĕре чакалама пуçлать. Хăйсене тухмалли шăтăка вĕсем черетпе чакалама калаçса килĕшеççĕ. Анчах та вăй кĕртмелли ĕçме-çиме çук ку шăтăк-шатăк çуртра. Чи кĕçĕнни, Вета, çĕр урайне йĕри-тавра пăхса çаврăнать те кĕтесре пĕр кăмпа ларнине курать. Ун çине çапла çырса хунă: «Хăвăр çинчен тĕрĕс сăмах каласан сирĕн пĕр ĕмĕтĕр пурнăçланать».
Пĕррехинче Женя шкулалла утнă май пĕве пуçĕнче тетрадь тупрĕ. Унăн хуплашки çине çапла çырнă: «Тусăм, çак тетраде уç та хăвăн чи кирлĕ икĕ ĕмĕтне çырса хур. Вара вĕсем çийĕнчех пурнăçланĕç». Женя аса илме пуçларĕ: «Ĕнер юлташсемпе тĕттĕм пуличченех урамра вылярăмăр. Çавăнпа та уроксене тĕплĕн хатĕрленеймерĕм». Вăл нумай шутласа тăмасăрах пĕрремĕш ĕмĕтне çырса хучĕ: «Паян кашни урокрах «5» паллă илесчĕ». Çак ĕмĕт-шухăшпа шкулалла кĕрсе кайрĕ. Акă пĕрремĕш урок – математика. Учитель Женьăна доска умне задача шутлама чĕнсе кăларчĕ. Женя задачăна хăвăрт та тĕрĕс шутларĕ. «Пиллĕк» паллă илчĕ. Иккĕмĕш урокра сăвă пăхмасăр каламалла пулчĕ. Женя сăвва вĕренмелли çинчен пачах та манса кайнă. Доска умĕнче вăл сăвва тикĕс, пĕр такăнмасăр каласа пачĕ. «Аван! Ку тетрадь пулăшать иккен», - шутларĕ Женя. Çапла вара арçын ача кашни урокра «5» паллă илчĕ. Тепĕр ĕмĕтне килте амăшĕпе пĕрле çырма шутларĕ. Амăшĕ ĕçрен килсен вăл ăна асамлă тетрадь çинчен каласа пачĕ. Амăшĕ Женьăна: «Пирĕн кукамай чирлĕ, сыватсан лайăхчĕ», - терĕ. Вара Женя иккĕмĕш ĕмĕтне кукамай часрах сывалтăрччĕ тесе çырчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ – Женьăн кукамăшĕ хăйне аван туйма пуçларĕ. Арçын ача питĕ савăнчĕ. Женя тетраде сунтăха хучĕ те çывăрма выртрĕ, вара ирчченех тĕлĕкпе айкашрĕ вăл. Акă Женя пĕве хĕррине пулă тытма кайрĕ пек. Вăлтине шыва ячĕ те пулă кĕрессе сăнаса ларать. Сасартăк вăлта туртăнса илнĕ пек туйăнчĕ. Чалт! туртрĕ çÿлелле. Пысăк йăлтăркка пулă туртса та кăларчĕ. Савăнсах кайрĕ ача. Пулла вăлта йĕппинчен вĕçертме тытăнчĕ çеç – çепĕç те илемлĕ сасса илтех кайрĕ. Тин çеç туртса кăларнă пулă калаçать иккен. Ак тамаша! Халиччен пулă тытма нумай çÿренĕ Женя, пуллине те аванах тытса таврăннă киле… Анчах та кун пек калаçакан пулă тытса курманччĕ-ха. «Женя, эсĕ паян çăмăллăнах «5» паллăсем илтĕн, кукамуна та хăвăртах сыватрăн. Маттур эсĕ. Пĕве пуçĕнче выртакан тетраде шкула каякан ачасем пурте курчĕç, анчах пĕри те илмерĕç. Эсĕ – илтĕн. Эпĕ ăна ятарласа пĕве хĕррине кăларса хутăм. Пур япалана та çăмăллăн тума хăнăхсан хăвнах йывăр пулĕ. Тетрадь çине мар, хăвăн çине шанмалла. Ăслă пул, ĕçчен пул, тăрăшуллă пул. Ман ырă сăмахсене ан ман». Ирхине Женя вăранса каять те тÿрех сунтăха пăхать. Асамлă тетрадь çук! Телей пĕр куна кăна пычĕ иккен. Вăт сана ылтăн пулă!