|
Чун ăшши
Усă кÿме пултарăп-ши, савниçĕм, Сана вышкайсăр йывăр вăхăтра? Чунне хуплать шартса хаяррăн çиçĕм, Сирейĕп-ши сăпайлăн çутатса?
Çав çутăра тупать чун лăпкă канăç, Арпашнă пурнăç йĕркене кĕрет. Хăвачĕпе çиçет телейлĕ тăнăç, Шанчăк шевлийĕ уççăн илĕртет.
Йывăрлăхсемшĕн тав тăвасчĕ, тусăм, Асаплăхра чĕре çирĕпленет. Тен, ахаль мар пуль пăтăрмахлă пулăм Пире çывăхлатасшăн йĕпленет.
Эп паттăр ĕçсемпе, тен, тĕлĕнтермĕп, Татса параймăп çÿлти çăлтăра. Чун ăшшипе, савни, хута кĕретĕп, Ку саншăн пултăр чи пысăк тупра.
| Категори: Галина Макарова пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (19.03.2012)
| Автор: Галина Макарова
| Миçе çын вуланă: 377
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 4 Хăнасем 4 Юзерсем 0 |
!--
|