|
Вĕрентекен
Учителĕн чĕри пит аслă теççĕ, Кашни вĕренекен валли унта Пур юрату, пур ăшă туйăм теççĕ, – Атте-анне пекех вăл туйăнать. Учителĕн ăс-тăнĕ çивĕч теççĕ, Пурин валли те пĕлĕвĕ çитет. Ăçтан тухать ун чухлĕ ăсĕ теççĕ, – Аталанса та хутшăнсах пырать. Учителĕн чĕлхи пит çепĕç теççĕ, Пурне те йăпатма хевти çитет. Ун пек чĕлхе ăна кам панă теççĕ, – Вăл чĕлхене анне çеç парнелет. Вĕрентекенĕн чунĕ ырă теççĕ: Вăл çывăх тус-юлташ вырăнĕнче. Ăçтан тухать ыр кăмăлĕ ун теççĕ, – Ăш пиллĕ чун-чĕреллĕ пулнинчен. Учитель вăл пит чăтăмлă çын теççĕ: Тем тĕрлĕ ачана та вĕрентет. Ăстан тухать-ши ун вăй-халĕ теççĕ, – Чунне парса ырми-канми ĕçлет. Учителĕн таланчĕ пысăк теççĕ: Ташлать, юрлать те, сăвă та çырать. Çакна пурне те Турă панă теççĕ, – Маттур вăл, тем тума та пултарать.
| Категори: Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (23.03.2012)
| Миçе çын вуланă: 410
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 4 Хăнасем 4 Юзерсем 0 |
!--
|