|
Ан васка
Ан васка, пикеçĕм, ан васка, Килелле утмашкăн ан васка. Чĕрери калас сăмахăма Эп ĕлкĕреймерĕм калама, – Ан васка.
Ан васка, савниçĕм, ан васка, Алăкна уçмашкăн ан васка. Тепре çеç сăнна пăхса илем, Кайăк пек çунатланса çÿрем, – Ан васка.
Ан васкаччĕ, чунăм, ан васка, Сывă пул темешкĕн ан васка. Санпалах пуласшăн-çке чĕрем, Саншăн çеç вăл тапĕ ĕмĕрех, – Ан васка.
Çăлкуç: http://Сементер, Ю. Ан васка : [сăвă] // Сементер, Ю. С. Йĕс шăнкăрав / Ю. С. Сементер. - Шупашкар, 1991. – С. 233 | Категори: Юрий Сементер пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (25.03.2012)
| Автор: Юрий Сементер
| Миçе çын вуланă: 341
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 6 Хăнасем 6 Юзерсем 0 |
!--
|