Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 256-260 Страницăсем: « 1 2 ... 50 51 52 53 54 ... 107 108 »
Çĕрĕн икĕ полюс — Çурçĕр, Кăнтăр, Ик енче те пăр кĕтет сана. Ырăпа усал та çав майлах-тăр: Ӳкереççĕ шутарса çынна.
Çĕрĕм-шывăм, Чăваш ен, Ешĕл аркăллă çаран, Анне евĕр илĕртен Эс пире мĕн ачаран. Çĕрĕм-шывăм, Чăваш ен, Кĕмĕл тинĕс пек уй-хир, Эс пире ĕçе чĕнен – Çавăнпа ĕçчен эпир. Çĕрĕм-шывăм, Чăваш ен, Советсен пĕр çемйинче Çамрăклан та чечеклен Пур тĕнчемĕр умĕнче.
Сана çавран курнан тăваткăла Эп ун чухне çавра темерĕм. Каярахпа вара çавна пула Виç çуллăх хыпрăм йÿçĕ эрĕм.
Çĕр çаврăнать: Хăмăлтан çĕр пулать, Çĕртен тырă пулать, Тырăран çăкăр пулать... Çĕр çаврăнать: Шухăшран сăмах пулать, Сăмахран тĕллев пулать. Тĕллеврен ĕç-хĕл пулать... Çĕр çаврăнать: Пĕлĕтрен çумăр пулать, Çумăртан шур юр пулать, Шур юртан çеçке пулать... Çĕр çаврăнать: Тихаран лаша пулать, Ачаран этем пулать, Пурнăç çĕнелсе пырать.
Пĕтĕм ял вырмара. Анлă хир пурпĕр шăпăрт. Шăрчăк хĕлĕх сĕрни те кĕрет хăлхана. Çурла çеç кастарать ыраша кăчăрт-кăчăрт, Çав саспа васкасах пушанать халь ана. Таврана ылтăнпа сăрласа анса ларчĕ Ылтăн ĕçĕн ăсти — шеп хевтеллĕ хĕвел. Пурлăха çаврăнать ун асамлă хăвачĕ: Пăх та кур — çĕкленет çĕмел хыççăн çĕмел.
Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?
Пурĕ миçе хурав: 50
Статистика
<img src='http://top.chuvash.org/cgi-bin/i.cgi?a=ins&id=27' width='1' height='1' border='0'>
<a href='http://top.chuvash.org/27' target='_top'><img src='http://img.chuvash.org/0/27.gif' width='88'
height='31' border='0' alt='Top.Chuvash.Org'></a>
<a target="_top" href="http://top.mail.ru/jump?from=1779261">
<img src="http://d6.c2.bb.a1.top.mail.ru/counter?js=na;id=1779261;t=137"
height="40" width="88" border="0" alt="Рейтинг@Mail.ru"></a>
Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0
!--