|
"Вăхăт теп, тархасшăн, ан васка…"
Вăхăт теп, тархасшăн, ан васка, Пурнăç илемне курса юлар кăшт. Çук, васкать. Ак уçăлчĕ лавкка, Çĕнĕ супермаркет, гипермаркет...
Пурте сутуçсем пулса тăрсан Пурлăх тăваканĕ кам пулать-ши? Тĕрлĕ халăх килнĕ Кавказран, Шарт çапать ик аллине чăвашĕ.
Тĕлĕнсе Çĕрпÿ пасарĕнчен Шелепи мучи çырсаччĕ сăвă, Ĕлĕк аслă пулнă çут тĕнче Паянхи суту-илÿшĕн тăвăр.
Мĕн шыратăн — çийĕнчех тупан, Ку туллилĕх пирĕншĕн, тен, пушлăх? Поэта та ав йĕрлет хыçран Хăйне хăй сутса ярас хăрушлăх.
Çăлкуç: http://www.nbchr.ru/virt3/p3.htm | Категори: Юрий Сементер пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (25.03.2012)
| Автор: Юрий Сементер
| Миçе çын вуланă: 337
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 2 Хăнасем 2 Юзерсем 0 |
!--
|