Тунтикун, 13.01.2025, 10:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 216-220
Страницăсем: « 1 2 ... 42 43 44 45 46 ... 107 108 »

Кÿлçырма ялĕ 225 çул тултарнă май 

Юратнă ялăм — Кÿлçырма —
Ыр Трак енри çăтмах кĕтесĕ 
Çут пурнăç кÿнĕ сăпкунта 
Ачашласа-савса ÿстертĕн. 

Çутçи те Хапăс, Мăн урам, 
Атте-аннен сăпайлă килĕ, 
Йăмраллă çыр, пĕве, вăрман — 
Нихçан асран тухми ăш пиллĕ. 

Вĕрентрĕн тĕрĕссĕн пурнма, 
Ĕмĕтленсе чиперленмешкĕн, 
Тĕллевлĕ шухăш-кăмăлпа 
Пуласлăха шанса кĕтмешкĕн. 

Ытарайми ыр Кÿлçырма — 
Атте-анне суйланă ялăм! 
Пурнсам, телей кÿр халăхна, 
Кун-çул тĕрекĕ эс, вăй-халăм. 

Тавах сана, эс — чун ăшши, 
Йăваш, сăваплă та сăпайлă, 
Илем тĕнчи, чĕре таппи, 
Черченкĕ, çепĕç те хăватлă.
Галина Яковлева-Çуткÿл | Миçе çын пăхнă: 386 | Author: Галина Яковлева | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Хайламашкăн сăвă çăмăл тетĕр-и? 
Çумăр пек сăмах вăл тÿперен ÿкмест. 
Каласассăн уççăн, килĕшетĕр-и? 
Çухалсан пĕр рифма ыйхăм та килмест. 

Пурпĕрех, ан тивĕр, çырасах килет — 
Тăвалла кăна тăр çулĕ сăвăçсен. 
Çут тĕнче кĕтречĕ чуна илĕртет, 
Ыткăнать Пегасăм уçлăха чĕнсе. 

Чарма çук ăна тек турăсăр пуçне, — 
Пĕртен-пĕр хуçа вăл вутлă çĕмренсен. 
Чурине памасть-çке пĕр усма пуçне, — 
Чулланать чĕри ун канăç çĕнтерсен. 

Апла-тăк, Пегасăм, çунатна сарсам, 
Ывăнми ялан эс пулччĕ вĕçевре! 
Сăвăçна вăй-хал та çут тивлет парсам, 
Унсăр хăв çухалăн ĕмĕр-ĕмĕре!
Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 306 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Петĕрпе Якур пĕрле, 
Пурăнаççĕ кÿршĕлле. 
Петĕр аншарли ĕçмест, 
Якур вара тиркемест. 

Петĕр пÿрчĕ кермен пек, 
Ал ăстийĕ чăннипе. 
Якур чирлет ĕçнипе, 
Ÿпке-пĕвер чирĕпе. 

Юхăнтарчĕ кил-çуртне, 
Пымасть алли ун патне. 
Ялан шăварать пырне, 
Хĕн кăтартать çемйине. 

Кашни кунах ун мухмăр, 
Кивçенле ĕçет Якур. 
Каласан та çук усси, 
Пулмасть пурнăç тăвасси. 

Ĕçсен манать кил тĕлне, 
Шыраттарать мăшăрне. 
Çухатрĕ сăн-сăпатне, 
Пĕтерчĕ хăй сывлăхне. 

Эрех пĕтмĕ нихăçан, 
Намăс кăна халăхран. 
Хăвăн ятна варалан, 
Пурăн çынсемпе пĕр тан! 
* * * 
Тек вуламăп эп мораль — 
Пĕл, хăвна тытма эс халь!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 296 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ачаран эпир киленнĕ
Ункă шывĕн илемпе.
Пĕчĕкрен ишме вĕреннĕ,
Тупăшнă пĕр-пĕринпе.

Шывĕ сиввине пăхман.
Çиччĕ кĕнĕ Çимĕкчен.
Чирлесе курман нихçан
Çирĕп пулнă пĕчĕкрен.

Ункă шывĕ вăйĕпе
Çăнăх арманĕ ĕçленĕ.
Ватти-вĕтти кунсерен
Пулă тытма çÿренĕ.

Иртсе кайрĕç вăхăтсем
Савнăç пĕтрĕ ачасен.
Ун чухнехи çулсене
Курап халĕ тĕлĕкре.
Николай Ункай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 411 | Author: Николай Матвеев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Савнă Нимĕчкассинче 
Пурăнать ман хуняма. 
Ирхи хĕвел шевлипе 
Анне тухать урама. 

Вăл ярать сурăхсене 
Ялти пысăк кĕтÿне. 
Ырă кăмăллă анне 
Уçать кунта хăй чунне. 

Вăл тивĕçлĕ канура, 
Тăрăшать хуçалăхра. 
Савнă ачисен сумне 
Хывать хăйĕн тÿпине. 

Тимлĕх çитеймен чухне 
Каçарать вăл хĕрхенсе. 
Ÿстерет çапла чысне 
Витĕм кÿрсе чĕрене. 

Тавтапуç сана, анне, 
Çĕклентерен эс пире. 
Ялкăшать чунри хĕлхем, 
Санра пур чăн-чăн илем!
Галина Макарова пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 351 | Author: Галина Макарова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz