|
Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 206-210 | Страницăсем: « 1 2 ... 40 41 42 43 44 ... 107 108 » |
Янмурçинти Кирилл Петрович Петрова ăнăçу, телей сунса
Аçу енчен — Çеруш йăхĕнчен Ят-сумлă тавраш тăрăхра. Ĕçре хыçра пулман халиччен, Хисеплĕ çынсем ял-йышра.
Аслă пĕлÿ илме пултартăн Эсĕ — зоотехник, сад ăсти. Ырă ятпа халь пурăнатăн Пур-ши тата сан пек ăсти?
Хурт-хăмăрпа чуна уçатăн Сывлăху çирĕп, хавшак мар. Сакăр вунна хыçа хăвартăн Вăй-хал енчен илсен патвар.
Хитре садра улма-çырлийĕ Çулсеренех савăнтарать. Ялан пуян сан сĕтел çийĕ— Кĕтнĕ хăна килсех тăрать.
Пурнăç тени — этем шăпийĕ Иртеймĕн Турă çырнинчен. Килчĕ киле пурнăç нушийĕ Çăмăл пулмарĕ халиччен.
Вăхăтсăрах хăраххăн юлтăн Ывăлпа хĕрĕр те халь çук. Эс пулмăн нихăçан та ютă — Ывăлу пур сан, çич мăнук.
Пуçна ан ус нихçан та, тусăм, Çак çĕр çинче эпир хăна. Кашни ирех килсессĕн шуçăм Телейлĕ кун пултăр сана!
|
Куç тулли — туратлă тăвансем... Ман сире халь ыталас килет. Чĕререн тухаççĕ сăмахсем — Пĕр-пĕрне кашни телей пиллет.
Куç тулли — юратнă юлташсем... Ман сире халь чуп тăвас килет. Эсир маншăн пурте çулташсем — Пĕр-пĕрне кашни телей пиллет.
Куç тулли — ĕретлĕ ĕçтешсем... Ман сире халь ыр сунас килет. Тулăх пулччăр пирĕн сĕтелсем — Пĕр-пĕрне кашни телей пиллет.
Куç тулли — хисеплĕ хăнасем... Ман сире халь тав тăвас килет. Çапла лайăх иртчĕр уявсем — Пĕр-пĕрне кашни телей пиллет.
|
Кĕрхи пурлăх паян кĕлетре — Ял ĕçченĕ ялан хисепре: Ăста алăсенче ĕç вĕрет — Çĕр çынни пĕтĕмпех ĕлкĕрет...
Ĕçлесессĕн кăна эс пуян — Кулленех çакна лайăх туян. Сан пур енлĕ ăста пулмалла — Чĕре хушнă пек вăй хумалла.
Ĕç пырсассăн ялан шав ăнса — Пурăнас та килет савăнса. Хамăр тунă ĕçрен пахи çук, Тăван тăрăхăмран хакли çук.
Сулăмрах-тăк халь пурнăç утти — Нихăçан сÿнес çук ял çути. Ан хуплаччăр хура пĕлĕтсем — Çитсе пыччăр таса ĕмĕтсем.
|
Пире пĕчĕкрен сăпкара эс ӳстертĕн, Илсе Шетмĕпе Çавалтан вăй-хална. Атте-аннесен çăкăрне эс çитертĕн — Чунтан тав сăмахĕ калатпăр сана.
Пирĕн тĕллевĕмĕр, Пирĕн телейĕмĕр — Хамăр çуралнă юратнă Трак ен. Мĕн-ши тӳсмерĕмĕр, Нишлĕ ӳсмерĕмĕр — Савнă Трак ен, эс татах тĕреклен!
Пире ыррине вĕрентсе эс çын турăн, Умра — ăраскаллă та çутă тивлет. Ĕçре пархатар кăтартатпăр маттуррăн, Санпа мухтанса пурăнассăм килет.
Пирĕн тĕллевĕмĕр, Пирĕн телейĕмĕр — Хамăр çуралнă юратнă Трак ен. Мĕн-ши тӳсмерĕмĕр, Нишлĕ ӳсмерĕмĕр — Савнă Трак ен, эс татах тĕреклен!
Эпир тăванла алла-аллăн утатпăр, Малтан малалла инçете тинкерсе. Пулас ăрусемшĕн çĕн шанчăк туптатпăр — Пыратпăр куллен йывăра çĕнтерсе.
Пирĕн тĕллевĕмĕр, Пирĕн телейĕмĕр — Хамăр çуралнă юратнă Трак ен. Мĕн-ши тӳсмерĕмĕр, Нишлĕ ӳсмерĕмĕр — Савнă Трак ен, эс татах тĕреклен!
|
Эпĕр питĕ телейсĕр çуралнă — Аслă вăрçă пуçланнă çулта. Аттесем çапăçу хирне кайнă — Арçынсем сахалланнă ялта...
Аттесем вăрçăра парăнмарĕç — Ăнланатпăр вĕсем тӳснине. Аттесем вăрçăран таврăнмарĕç — Пĕлеймерĕç эпир ӳснине.
Вăрçă шавĕ кĕрлерĕ те иртрĕ — Арканмарĕ текех çирĕп мир. Пуçсене шурă юрĕ те витрĕ — Асатте те халь пулнă эпир.
Тахçанах пирĕнпе çук пулин те — Манăçмаççĕ нихçан аттесем. Нимле вăрçă ан курччăрччĕ ĕнтĕ Паянхи ачасен ачисем!
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|