|
Сăвăç шăпи
Хайламашкăн сăвă çăмăл тетĕр-и? Çумăр пек сăмах вăл тÿперен ÿкмест. Каласассăн уççăн, килĕшетĕр-и? Çухалсан пĕр рифма ыйхăм та килмест.
Пурпĕрех, ан тивĕр, çырасах килет — Тăвалла кăна тăр çулĕ сăвăçсен. Çут тĕнче кĕтречĕ чуна илĕртет, Ыткăнать Пегасăм уçлăха чĕнсе.
Чарма çук ăна тек турăсăр пуçне, — Пĕртен-пĕр хуçа вăл вутлă çĕмренсен. Чурине памасть-çке пĕр усма пуçне, — Чулланать чĕри ун канăç çĕнтерсен.
Апла-тăк, Пегасăм, çунатна сарсам, Ывăнми ялан эс пулччĕ вĕçевре! Сăвăçна вăй-хал та çут тивлет парсам, Унсăр хăв çухалăн ĕмĕр-ĕмĕре!
| Категори: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 (08.09.2012)
| Автор: Валентина Рудникова
| Миçе çын вуланă: 303
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 3 Хăнасем 3 Юзерсем 0 |
!--
|