|
Пурăн çынсемпе пĕр тан
Петĕрпе Якур пĕрле, Пурăнаççĕ кÿршĕлле. Петĕр аншарли ĕçмест, Якур вара тиркемест.
Петĕр пÿрчĕ кермен пек, Ал ăстийĕ чăннипе. Якур чирлет ĕçнипе, Ÿпке-пĕвер чирĕпе.
Юхăнтарчĕ кил-çуртне, Пымасть алли ун патне. Ялан шăварать пырне, Хĕн кăтартать çемйине.
Кашни кунах ун мухмăр, Кивçенле ĕçет Якур. Каласан та çук усси, Пулмасть пурнăç тăвасси.
Ĕçсен манать кил тĕлне, Шыраттарать мăшăрне. Çухатрĕ сăн-сăпатне, Пĕтерчĕ хăй сывлăхне.
Эрех пĕтмĕ нихăçан, Намăс кăна халăхран. Хăвăн ятна варалан, Пурăн çынсемпе пĕр тан! * * * Тек вуламăп эп мораль — Пĕл, хăвна тытма эс халь!
| Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (08.09.2012)
| Автор: Гурий Дубров
| Миçе çын вуланă: 298
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|