Тунтикун, 13.01.2025, 10:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 211-215
Страницăсем: « 1 2 ... 41 42 43 44 45 ... 107 108 »

Ачашлать питрен çурхи уç çилĕ
Пăсланать те çăп-çăра тĕтре —
Сарлака та симĕс уй-хир çийĕн
Явăнать шап-шуррăн пĕлĕтре.

Улăхать-çке тӳпене хĕвелĕ,
Ылтăн пек хĕмне вăл сапалать —
Ешерен калча çине телейлĕн
Савăнса пăхса йăл-йăл кулать.

Шуçăмпах вăраннă та тăрийĕ,
Çут хĕвелшĕн хытă хĕпĕртет —
Сăвăлать: «Ял-йышăмăр тыррийĕ
Калама çук хӳхĕм ӳстĕр!» — тет.
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 328 | Author: Николай Ершов-Янгер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 22.10.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Паян сан, сăвăç, юбилей. 
Эс пур — поэзире телей! 
Чечек пек сăвă хайласа, 
Ялан эс пурăн савăнса. 

Сунас килет, тусăм, сана, 
Вăрăм кун-çул, телей кăна! 
Такăр çулу поэзире, 
Вăл пытăр вăрăм ĕмĕре!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 288 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 16.10.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Витĕрех кураймăп, 
Çын вăл кантăк мар. 
Чунăмпа туятăп, 
Ăшунта кăвар. 

Ах, çулсем чупаççĕ, 
Çук тытса чарма. 
Вăй-халсем чакаççĕ. 
Яш-йышпа утма. 

Сăн питре илемлĕ 
Кулă яланах. 
Ырă ĕç çынсемшĕн 
Тунă эс пайтах. 

Пурăнăç сукмакĕ 
Анлă сан, хивре. 
Çапларах сăмахăм: 
Пул ялан тĕпре.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 354 | Author: Леонид Антонов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 16.10.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Янкас шкулĕнчи пĕрремĕш вĕрентекене — Василиса Ивановна Иванована аса илсе 

Эпĕ пĕрремĕш класа 
пынине илеп аса: 
йышăнтăн анне пекех — 
иккĕмĕш анне пекех... 
Сан яту — Вĕрентекен, 
эс пире: "Вĕрен!" текен. 

Пĕлÿ патăн тăрăшса — 
ÿстерме пирĕн ăса. 
Çĕр-шыва юрăхлă çын 
пулма тивĕç пур кашнин... 
Сан яту — Вĕрентекен, 
эс пире: "Вĕрен!" текен. 

Ватăлса пырать кун-çул — 
хăш чухне тухать куççуль. 
Йăпатма ачун чунне 
Кĕç тухатăн куç умне...
Сан яту — Вĕрентекен, 
эс пире: "Вĕрен!" текен. 

Хамăр халь пурăннă чух 
сана манса каяс çук. 
Ырă ĕçшĕн Тавтапуç — 
ĕмĕр-ĕмĕр Таймапуç... 
Сан яту — Вĕрентекен, 
эс пире: "Вĕрен!" текен.

Н.Ершов

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 345 | Author: Николай Ершов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 05.10.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Оксана ялти вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ те малашне ĕçлесе вĕренме Шупашкара кайрĕ. Ăна автобус чарăнăвне асламăшĕ хăех ăсатса ярас терĕ. Автобус килни курăнмасть-ха. Иртерех тухрĕç-ши? Çынсенчен аяккарах — лаштра йăмра айне кайса тăчĕç. 
— Асăрханса çÿре, — терĕ Кĕтерук кинемей. 
— Асанне, эп çĕр çинче паян кăна пурăнмастăп вĕт, — хирĕçленçи пулчĕ мăнукĕ.
— Эй, шан-ха хальхи яш-кĕрĕме, — хăйĕннех печĕ асламăшĕ. — Хамăр кÿршĕри Хумми Вĕçелисĕ хуларан хырăмланса килчĕ вĕт. Яла тухса çÿреме намăс. Çавнашкал пулса ан тухтăрччĕ тетĕп-çке. 
Кĕтерук кинемин пĕркеленнĕ пит-куçне хĕрлĕ çапрĕ. 
— Мăшăрланиччен-ха, — калаçăва куларах тăсрĕ хайхискер. — Каçхине витререн тăкнă пек çумăр çуса ячĕ. Аслаçупа иксĕмĕр пирĕн анкартинчи мунчана тарса кĕтĕмĕр. Çавăн чухне аслаçу мана чăп! чуп туса илчĕ. Тепĕр кунне хамăр пĕр-пĕрне куçран пăхма вăтанатпăр. Ан ман, чуп тунă чух аллисене пилĕкрен аялалла яракан каччă ырă каччă мар. Ун пеккине çывăха та ан яр... 
Автобус килсе чарăнчĕ. Каякансем унта хыпаланса кĕрсе ларчĕç. Кĕтерук кинеми аллине лăш сулчĕ. Мăнукне вăл татах темĕн каласшăнччĕ — автобус тапранса кайрĕ.
Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 363 | Author: Николай Карай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.09.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2025Сделать бесплатный сайт с uCoz